Тимĕр ывăса мĕнле тасатмалла?

Ку ыйту пур кил хуçине те пăшăрхантарать ахăртнех. Духовкăра аш-какай, кукăль-çăмах пĕçернĕ хыççăн противене чăнах та çуса тасатма йывăр. Уйрăмах тĕпне çунса ларнă, хура тĕс çапнă çуран нихăçан хăтăлма çук пек туйăнать.

Тимĕр ывăса тасатас умĕн вăл мĕнле материалтан тăнине шута илмелле.

Силикон тата тефлон витнĕ противене сăмахран, çемçен çеç сăтăрса çумалла. Çавăн пекех керамика, кан­тăк, эмаль савăта та асăрханса тасатмалла. Алюмини е тутăхман тимĕр ывăса ятарлă порошокпа та, тимĕр мун­чалапа хырса çума юрать. Вĕсене сиен пулмĕ.

Силикон формăна супăнь хушнă ăшă шывпа, çемçе çĕтĕкпе сăтăрса çăвăр. Керамика, эмаль, кантăк противене ятарлă савăт-сапа çумалли шĕвек хушнă шыв ярса чылай вăхăт тытăр. Ку пулăшмарĕ пулсан ывăс тĕпне апат соди сапăр та вĕри шыв ярса хурăр. Çĕр каçа хăварăр. Çак вăхăтра апат соди вараланчăка ирĕлтерме тивĕç. Апат соди пулмасан горчица порошокĕпе те усă курма юрать. Ĕçе пурнăçланă чухне алла перчетке тăхăнма ан манăр.

Çирĕп материалтан тăракан ывăса тасатмашкăн пĕр сий тăвар сапăр та хĕртнĕ духовкăна лартса çур сехет тытăр. Тăвара хăмăр тĕс çапрĕ-тĕк ывăса кăларăр. Шывпа çăвăр.

Çунăкран водород перекисĕ тата апат соди пулăшнипе хăтăлма пулать. Асăннă япаласене пĕр пек виçепе хутăш­тарăр та противене сĕрĕр. Çур сехет е ытларах тытнă хыççăн хутăша хырса илĕр.

Противень тĕпне апат соди хушнă шыв ярса духовкăна лартса 10-15 минут вĕретни те çунса хытнă савăта та­сатма пулăшать. Духовкăран кăларнă хыççăн ăна çемçе çĕтĕкпе çăвăр. Керамика е кантăк формăна сивĕнсен çеç çума юрать.

Тефлон витнĕ савăта тимĕр мунчалапа, порошокпа тасатма юраманнине асра тытăр. Апат пĕçернĕ хыççăн противеньре юлнă çуран хăтăлăр, апат-çимĕç юлашкисене пластик е йывăç кашăкпа хырса тасатăр. Хыççăн хулăн сийпе вĕтĕ тăвар сапса хурăр. 5 минутран противене пушатăр та типĕ салфеткăпа сăтăрăр. Унтан савăт-сапа çумалли гель хушнă вĕри шывпа, çемçе çĕтĕкпе çуса та­сатăр. Ăшă шывпа чÿхенĕ хыççăн шăлса типĕтĕр.

Противене тасатма тăрăшса чылай вăхăт ирттерес темесен ăна çийĕнчех çуса хурăр. Е апат пĕçернĕ чухне тимĕр ывăс тĕпне ятарлă хут хурăр. Кун пек вăл вара­ланмĕ, кĕске вăхăтрах юрăхсăра та тухмĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.