Комментари хушас

28 Çу, 2015

Ÿсем-ха...

Полина Ивановăн çырасси - чун иленĕçĕ. Кашни саманта илемлетсе шăрçалама ăста вăл. Заметка çумне ÿкерчĕк тума та ухута. Ÿкерессипе те маттур çав вăл, ахальтен мар рес-публика шайĕнчи ăмăртусенче пĕрре мар палăрнă. Чустаран, тăмран тĕрлĕ кĕлетке ăсталассине те тахçанах кăмăллать.

- Кĕлеткесем нумай манăн. Кайăк-кĕшĕк те, йывăçсем те, ача-пăча та пур. Хамăн ĕç çине пăхма кăмăллă паллах, - ăнлантарать мал ĕмĕтлĕ Полина.

Алла аттестат илсен аппăшĕ çулĕпе каясшăн вăл.

- Чĕрчунсене çав тери юрататăп. Вĕсемшĕн тем тума хатĕр. Аппана хывнă ахăртнех. Вăл кинолога вĕренсе тухнă. Эпĕ те унăн çулĕпе утасшăн. Ÿсем-ха хăвăртрах, çын пулам, ун чухне вара хамăн юратнă профессипе килĕштерсе ĕçлĕп. Унччен вара шкулта лайăх вĕренесчĕ. Аслисемпе кĕçĕннисене хисеплесе пурнăç çулĕпе пĕр тумхахсăр утасчĕ, - тет Полина.

Çĕрпÿ районĕ,

Тавăшкасси.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.