- Чăвашла верси
- Русская версия
Мăн асатте ятне асра тытасчĕ
Виссарион Спиридонович Емельянов, манăн асаттен ашшĕ, 1914 çулхи майăн 23-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Хыркассинче çуралнă. Вăл çичĕ çултах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Ăна виçĕ аппăшĕпе пĕрле çирĕп кăмăллă Варвара амăшĕ пăхса çитĕнтерет. Мăн асаттен ачаранах вĕсене пулăшас тесе ĕçре пилĕк авма тивнĕ.
Вăтăрмĕш çулсенче вăл аппăшĕсемпе пĕрле ĕç кунĕсем пулччăр тесе амăшĕпе колхоза ĕçлеме çÿренĕ. 1935 çулта мăн асатте Муркаш район пикипе çемье çавăрнă. Вĕсем тăватă хĕрпе икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ.
Виссарион Спиридонович колхозра та вăй хунă, пĕрремĕш председатель пулнă. Январьте вăл хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса каять.
Ржев тăрăхĕнчи Калинино районĕнчи хĕрÿ çапăçăва лекет мăн асатте. Вун пилĕк уйăх тăсăлнă йывăр çапăçура Хĕрлĕ çар нумай çухатусем чăтса ирттерет. Тăшман пульли асаттен сулахай урине йывăр амантать. Анчах вăл сурана пăхмасăрах малалла çапăçнă, юлашкинчен тăнне çухатнă.
Çумăрлă 1942 çулхи кĕркунне мăн асатте суранĕ ыратнине аран-аран чăтса пирĕн окопсем патне шуса çитнĕ. Çапăçу хирĕнче чылай аманнă салтак выртса юлнине пĕлтерме ĕлкĕрнĕ çеç каллех тăнне çухатнă. Санитарсем ăна та, ыттисене те вăхăтра пулăшу парса вилĕмрен çăлса хăварнă.
Ржев хулине нимĕçсенчен хăтарнă çĕре хутшăнать. Кунти йывăр çапăçусенче нумай совет салтакĕ пуçне хунă çав хаяр çапăçура.
1944 çулта мăн асаттене çар госпитальне хураççĕ, сулахай урине касса протез тăхăнтартаççĕ.
Мăн асаттене паттăрлăх кăтартнăшăн медальсемпе, орденпа наградăланă.
1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв фашистла Германие çĕнтернĕ. Сывă юлнă салтаксем киле таврăнма пуçланă, арканнă ял-хуçалăха çĕнĕрен çĕклеме тытăннă.
Мăн асатте те хăйĕн тăван колхозĕнче тивĕçлĕ канăва тухичченех бригадирта та ĕçленĕ. Сулахай урине сиплеме унăн тăтăшах госпитальте выртма тивнĕ.
Хăйĕн ĕçне тивĕçлипех пурнăçланăшăн ăна «Ĕç ветеранĕ» медальпе чысланă. «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 30 çул тултарни», «СССР Хĕç-пăшаллă çарĕсене - 50 çул» тата «СССР Хĕç-пăшаллă çарĕсене - 70 çул» медальсемпе те наградăланă ăна.
1985 çулхи апрельте мăн асаттене шалкăм çапать. Тăванĕсемпе тухтăрсем тем пек тăрăшсан та вăл ура çине текех тăрайман. 1988 çулта мăн асатте куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă. Ăна Хыркасси масарĕнче чыслăн пытарнă.
Паттăр асатте ятне яланах асра тытасчĕ, унăн ятне упрасчĕ.
Мария ПОРФИРЬЕВА.
Шупашкар,
61-мĕш шкул.
Комментари хушас