Пулас çарçăсем хăйсене тĕрĕслĕç

4 Çĕртме, 2015

Çак кунсенче Чулхула облаçĕн Ново­смолино поселокĕ çывăхĕнчи спортпа сывлăха çирĕплетмелли «Гвардеец-1» лаге­ре пирĕн республикăран вунтăхăр шкул ачи пĕрремĕш сменăна тухса кайрĕ. Патăрьел, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Тăвай районĕсенчи тата Шупашкар хулинчи сак­кăрмĕш-тăххăрмĕш классенчи арçын ача­сем вунçичĕ кун футбол, волейбол, пейнт­бол выляса ăмăртусене хутшăнĕç. Унсăр пуçне пулас салтаксем стройпа утса хăйсен пултарулăхне кăтартĕç, тĕрлĕ хĕçпăшалтан персе ăмăртĕç, хăйсен вăй-халне тĕрĕслĕç, тактика занятийĕсене хутшăнĕç. Пуян экс­курси ирттермелли мероприятисене хут­шăнĕç, çак тăрăхпа паллашĕç. Унсăр пуçне икĕ кун палата хулинче пурăнса тĕрлĕ çар хатĕрленĕвĕнче хăйсен ăсталăхĕпе пулта­рулăхне тĕрĕслĕç.

Атăлçи федераллă округăн çуллахи çарпа спорт лагерь вăй-хăват парĕ, сывлăха çирĕплетĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.