Комментари хушас

18 Çĕртме, 2015

Чарусăр çерçисем сире кĕтсе чĕвĕлтетеççĕ

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издатель­ствинче 1000 экземплярлă тиражпа Раиса Воробьевăн «Чарусăр çерçисем. Шумные воробушки» кĕнеки /куçаруçи - Людмила Симоно­ва, редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Альби­на Семенова/ кун çути курчĕ. Кĕçĕн çулти ачасем валли хатĕрленĕскерне вун тăватă сăвă кĕнĕ. Чи пĕлтерĕшли вара - вĕсене чăвашла та, вырăсла та вулама май пур. Куçару чĕлхи яка та илемлĕ.

Раиса Васильевна ачасен чунне ăнлан­ни тÿрех сисĕнет. Вăл шăпăрлансене мĕн канăçсăрлантарнине аван пĕлет. Авă «Чи лайăх тетте» сăвăри Санюкпа Елюк çĕнĕ хĕрлĕ машинă­на пайлаймаççĕ. Кашниех вылясшăн унпа. Анчах хирĕçни-тавлашни - килĕшÿсĕр пулăм. Автор çапла асăрхаттарать:

Ачасем, çавах ан вăрçăр,

Туслă пулăр яланах.

Теттепе татуллăн выльăр,

Çакă кĕтĕр йăлана.

Маттур ачасем те хамăр хушăрах. Акă Раман:

Питĕ ăслă калаçать,

Юрăсем шăрантарать. /«Раман»/

Кунсăр пуçне вăл «шутлама та хăнăхать», «ÿкер­ме те пултарать». Хаклă тантăшăмăрсем, эсир те Раманран кая мар ĕнтĕ, çапла-и?

Таня ятлă хĕр ача вара сирĕнпе хăех паллашас­шăн:

Чăвашла эп калаçатăп,

Чăваш юррине юрлатăп.

Эп ташлатăп чăвашла,

Тусăм, купăсна кала. /«Путене»/

Кун пек хастар ачасемпе пуплемесĕр епле тÿсĕн? Вĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Пур ача та пĕрешкел мар. «Арçын аппа» сăвăри Маруках лара-тăра пĕлмест, сăнĕ хуралнă, урисем пылчăкланнă.

Тен, вĕçен кайăксемпе выльăх-чĕрлĕх те ача­сенчен тĕслĕх илет? Чарусăрлăхĕпе çерçисем шă­пăрлансенчен пĕртте кая мар. Шăв-шавне çĕклеме те пултараççĕ. Сăмахран:

Лара-тăра пĕлменрен

Турат çинче сиккелеççĕ,

Ахальтен е кирлĕрен:

- Чĕрик! Чĕрик! Чĕрик! - теççĕ. /«Чарусăр çерçисем»/

Кил картинчи пăрусем те вăр-вар, чупаççĕ, сиккелеççĕ. Вĕсене ачашламасăр ăçтан чăтăн-ха? Пăхса ытарма çук вĕт:

Пĕр пăрушĕ чăпарскер,

Ун юлташĕ хăмăрскер.

Питĕ туслă пурăнаççĕ,

Ачасем пек курăнаççĕ. /"Пăрусем»/

Ытти сăвва хăвăр вуласса шанатпăр. Пĕчĕк хура­нăн пăтти тутлă, çĕнĕ кĕнекери хайлавсем вара кă­сăклă. Чарусăр çерçисем сире кĕтсе чĕвĕлтетеççĕ, тантăшăмăрсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.