Комментари хушас

28 Çу, 2015

Сывă пул, юратнă шкулăм!

Иртнĕ эрнере шкул ачисемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Çуллахи каникула чăтăмсăррăн кĕтекен ачасен пит-куçĕнче йăл кулă палăрчĕ. Парта хушшине юлашки хут ларнă çамрăксен куçĕсем куççульпе тулчĕç.

Вăрнар районĕнчи Кÿстÿмĕр шкулĕн вунпĕрмĕш класĕнче вĕренекенсемшĕн те çак кун савăнăçлă та, çав вăхăтрах хумхануллă иртрĕ вăл. Ултă пикешĕн çак самант ĕмĕр асра юлĕ.

- Тăххăрмĕш класчен вунпиллĕкĕн вĕрентĕмĕр. Вуннăмĕшĕнче улттăн çеç тăрса юлтăмăр та, чунра çав тери йывăрччĕ. Кайран хăнăхрăмăр. Сахал ача пулнăран уроксене те тĕплĕн хатĕрленсе каяттăмăр. Эх, ĕнтĕ вăл самантсем иртрĕç. Умра - хĕрÿ тапхăр. Экзаменсене ăнăçлă тытса аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕресчĕ, - çирĕплетеççĕ хĕрсем.

Кристина Савинова тухтăр, Настя Васильева финансист, Катя Музякова экономист, Настя Смородинова юрист, Люда Селиванова фармацевт, Эльвира Филиппова журналист пулас ĕмĕтлĕ.

- Пирĕн пилĕк вĕренÿ отличникĕ. Пурте кирек ăçта та тăрăшуллă, спортра та хастар. Районта çеç мар, республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса пĕрре мар çитĕнÿ тунă. Вĕсем шкултан тухса кайнăран чун хурланать. Ара, миçе çул пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнтăмăр та - ĕнтĕ уйрăлмалла. Малашнехи пурнăçра вара пурне те ăнăçу, сывлăх сунатăп, - тет класс ертÿçи Валентина Ивановна Уткина.

- Атте-анне çунатти айĕнчен тухма вăхăт та çитрĕ. Çывăх юлташсенчен, юратнă педагогсенчен уйрăлнине пĕрре те ĕненес килмест. Эх, ачалăх! Мĕн тери хăвăрт иртсе кайрĕ-çке вăл! Тин кăна алла чечек çыххи тытса пĕрремĕш класа кайрăмăр. Ак вăхăт сисĕнмесĕр шурĕ, ĕнтĕ вунпĕрмĕш класран та вĕренсе тухрăмăр. Мана питĕ тухтăр профессийĕ килĕшет, чирпе нушаланакан çынна сыватса ырă ĕç тăвас килет. Çавăнпа та аслă шкулта медицина енĕпе пĕлĕве аталантарас ĕмĕтлĕ, - тет Кристина Савинова.

Хăнăхнă шăнкăрав хăйĕн сассине юлашки хутчен пачĕ. Хаваслăн та, тунсăхлăн та янăрарĕ вăл. Анчах хаваслăхĕ ытларах пулчĕ - вунпĕр çул çамрăксене пуçтарнă, пĕлÿ тĕнчине илсе кĕнĕскер мал ĕмĕтлисене пурнăç çулĕ çине ăсатрĕ.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Вăрнар районĕ,

Кÿстÿмĕр.

 

АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.