- Чăвашла верси
- Русская версия
Вĕсем - пулас сăвăçсемпе çыравçăсем...
Вăхăт шав малалла шăвать. Сисмерĕмĕр те - çырăнтару тап-хăрĕ те вĕçленсе килчĕ. Юлнă çичĕ кунпа усă курса «Тантăш» хаçатпа, «Тетте», «Самант» журналсемпе туслашма васкăр! Вĕсем - сирĕн чи çывăх тусăрсем тата пулăшаканăрсем!
Жюри членĕсем сăмах илнĕ хыççăн Тутар Республикин Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу шкулĕн вĕренекенĕсем, вуннăмĕшĕнчи Таисия Фоминапа саккăрмĕшĕнчи Александра Ярмушова, сăвăсем вуларĕç.
- Эпир чăваш чĕлхине çав тери юрататпăр. Валентина Николаевна Ярмушова урокĕсене те хаваспах çÿретпĕр. Хастар педагогпа тунсăхлама вăхăт çук. Чăваш писателĕсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕн ăнлантарать вăл. Пĕрле тĕрлĕ кĕнеке вуласа ăна хак паратпăр. Хамăр шухăш-кăмăла пĕлтеретпĕр. Урок мĕн тери хăвăрт иртнине сиссе те юлаймастпăр, - теççĕ хастар пикесем.
Çамрăксем иккĕшĕ те юрра-ташша ăста. Кирек ăçта иртекен концертсене хавас- пах хутшăнаççĕ, пултарулăхĕпе куракана хăпартлантараççĕ. Пушă вăхăтра яланах сăвă çыраççĕ. Саша вара ÿкерме те ăста.
Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕн вĕренекенĕ Ксения Шибаева 11-мĕш класран вĕренсе тухрĕ. Вăл «Чи лайăх эссе» номинацире 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Пур çĕрте те пултарулăхĕпе палăрнă пике аслă шкула вĕренме кĕрес ĕмĕтлĕ.
Ксюшăн пĕртăванĕсем те çав тери хастарскерсем. Пиччĕшĕ те хăй вăхăтĕнче «Букварьтен - илемлĕ литературăна çити» конкурсра пĕрре мар палăрнă. Шăллĕсĕр, Ильясăр, шкулта пĕр мероприяти те иртмест. Вĕренÿ отличникне республикăри чăвашлăхшăн тăрăшакансем пурте паллаççĕ. Ара, янăравлă саслă арçын ача сăвăсене мĕн тери чаплă вулать. Чăваш халăх артистки Вера Кузьмина та ăна пĕр конкурс хыççăн мăнукне юратнă пек ачашшăн çупăрласа пурнăçра ыррине суннă.
Шибаевсен хăй вăхăтĕнче çемье ансамблĕ пулнă, тăтăш уяв-концерта хутшăннă. Ăмăртусенче малти вырăнсене пĕрре мар йышăннă. Ашшĕ-амăшне кура ачисем те юрă-кĕвĕ тĕнчине туртăннă. Шкулта ĕçлекен, пушă вăхăтра калавсем çыракан, çынна кирек хăш вăхăтра пулăшма ăнтăлакан амăшĕ, Наталья Ильинична, ятарласа кашнин валли чăваш кĕписем çĕлеттернĕ.
Шел... Мал ĕмĕтлĕ те çамрăк Наталья Ильинична, кăçал юлашки шăнкăрав янăриччен темиçе кун маларах, хастар та пултаруллă ачисенчен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ... Унăн çутă сăнарне вара кашни вĕрентекенпе вĕренекен, тус-тăванĕпе ял-йыш ĕмĕр асра тытĕ...
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Комментари хушас