- Чăвашла верси
- Русская версия
Хĕвелпе хĕртĕнĕç, сывлăха çирĕплетĕç…
Умра - хаваслă çу кунĕсем. Шкул ачисем тинех çулталăкри чи вăрăм каникул çитнишĕн савăнĕç. Канма, сывлăха çирĕплетме майсем те çителĕклĕрех пулĕç. Хĕвелĕ те кашнине урама, уçă сывлăша, вăрманпа улăх-çарана йыхăрĕ. Кун пек чухне камăн кил-çуртра ларас килтĕр? Пурте çу кунĕсен ытарлă саманчĕсемпе усă курса юлма тăрăшĕ.
Ачасен çуллахи канăвне кирлĕ шайра йĕркелес тĕлĕшпе пирĕн республикăра сахал мар ĕç тăваççĕ. Хальхинче те çаплах пулĕ. Çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне çу кунĕсенче çирĕплетме иртнĕ çултинчен вунпилĕк процент ытларах укçа уйăрнă. Пĕлтĕр 502 миллион та 500 пин тенкĕ тăкакланă пулсан, кăçал вара çак тĕллев валли 577 миллион тенкĕ палăртнă.
Тăхăрвун ултă пин те тăхăрçĕр хĕрĕх пĕр ача хăйĕн канăвне шкул çумĕнчи тата хула тулашĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче, санаторисенче ирттерме пултарать. Хура тинĕс хĕрринчи Крымра 174 ача Ÿвĕсенчен 23 тăлăх тата тĕрлĕ олимпиадăра çĕнтернĕ 151 вĕренекенŸ канĕ. Тинĕс хĕрринчи ăшă хăйăр, лĕп шыв, сывлăха çирĕплетмелли тĕрлĕ процедура, тĕрлĕ улма-çырларан, витаминран пуян апат-çимĕç рационĕ - йăлтах ачасен кăмăлне каясса шанма пулать.
Кăçал республикăра хула тулашĕнче ултă санатори, сывлăха çирĕплетмелли çирĕм, çитмĕл сакăр ĕçпе кану тата 640 тĕрлĕ йышши Ÿпалатка, туристсен, çамрăк çарçăсен, нумай куна пыракан походсемŸ лагерĕсем хăйсен ытамне ачасене йышăнĕç.
Çамрăк ăру воспитани илнисĕр пуçне тĕрлĕ енлĕ аталантаракан акцисене хутшăнĕç, семинар-тренингсенче пулĕç, çавра сĕтел тавра иртекен калаçусенче хăйсен сăмахĕсене калĕç.
Хальхинче те вĕренекенсем çу кунĕсенчен хаваслă кăмăл-туйăм, çирĕп сывлăх, тĕрлĕ енлĕ аталану илме палăртаççĕ.
Комментари хушас