Ушкăнпа - вăрмана

4 Çĕртме, 2015

Сывă пул, вĕренÿ çулĕ, ална пар, каникул! Чи хаваслă кун­сем çитрĕç. Шкул ачисем çуллахи ăшă кунсемпе тинех чун каниччен киленме пултараççĕ. Умра - виçĕ уйăха тăсăлакан каникул! Савăн, выля та кул!

Эпир те, иккĕмĕш класра вĕре­некенсем, пурте пĕрле çутçанталăк илемĕпе киленме çывăхри вăрмана кайса килтĕмĕр. Ушкăнпа савăнма вара пирĕн сăлтавĕ те пур. Вĕренÿ çулне класри вуникĕ ачаран Ульяна Лазарева «пиллĕк» паллăпа кăна вĕçлерĕ. «Тăваттă» тата «пиллĕк» паллăпа кăна хăйсен дневникĕсене илем кĕртекенсен шучĕ те çичĕ ача­на çитрĕ.

Ачасен кăмăлне çĕклекен тепĕр сăлтав вара - ашшĕ-амăшĕ юнашар пулни. Софья Григорьеван асла­мăшĕ шăпăрлансемпе теннисла вы­лярĕ. Уçланкăра кăвайт йăсăрланса çунни хăех мĕн тери асамлă! Кĕçех таврана тутлă шашлăк шăрши са­рăлчĕ. Техĕмлĕ апат хатĕрленĕ вă­хăтра ачасем футболла, волейболла вылярĕç. Ашшĕ-амăшĕ командăра пĕрле пулни пушшех те савăнтарчĕ. Тĕрлĕ ăмăртупа хавхаланнă ачасен хаваслă сасси уçланкăра чылайч­чен янăрарĕ, хитре кĕвĕ-çемĕпе пурте пĕрле ташăсем ташлама та пултарчĕç. Класс ертÿçи вĕренекен­сене тăван тавралăх илемне тата аванрах туйма хăнăхтарчĕ, тĕрлĕ ÿсен-тăранпа паллаштарчĕ, вĕсен пĕлтерĕшĕ пирки каларĕ.

Хаваслă иртрĕ вăрманти кану.

Екатерина ГРИГОРЬЕВА,

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.