Çулсем хыçа юлсан каялла çаврăнса пăхатăн та пулни-иртни тавра шухăшлатăн, савăк, чĕрере тарăн йĕр хăварнă самантсене аса илетĕн. Пурнăçра мĕн пулни ăнсăртран мар. Ырă-и вăл, начар-и — малалла талпăнмалла. Тăвай районĕнчи Çĕнçырмара пурăнакан Василий Сергеевăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çăмăл килмен. Хури-шуррине чылай курнă 90 çула çывхаракан ватă.
Тăххăрмĕш класран Лена Гурьянова отличница пулса вĕренсе тухрĕ. Сăпайлă та тăрăшуллăскер чылай предмет олимпиадинче палăрать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче вăл тĕнчери ÿнер культури дисциплинăпа республикăри ăмăртуран 2-мĕш вырăн йышăнса таврăннă.
Шупашкарта çуралса ÿснĕ Антон Володиншăн пулă тытасси чун киленĕçĕ çеç мар, пурнăçăн пĕр пайĕ те. Урамра сивĕ-и, çил-тăман алхасать-и, çумăр çăвать-и — кирек епле çанталăкра та вăлта йăтса кÿлĕ е юханшыв хĕррине каякан çынсене пурте ăнланмаççĕ.
Аварире аманнисене, ача çуратакан хĕрарăмсене, йывăр операци чăтса ирттернисене... тăтăшах юн кирлĕ. Кунашкал йывăр лару-тăрăва кашниех лекет. Апла тăк пирĕн пурнăçа та донор юнĕ çăлса хăварма пултарать. Донорлăх — паттăрлăхпа танах.
Канаш районĕнчи Шуркасси шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекенсенчен ЧР Пуçлăхĕн стипендине харăсах иккĕн тивĕçнĕ. Каччăсем тулли çемьере çитĕнмеççĕ пулин те вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыма çеç мар, тĕрлĕ олимпиада-конкурсра пĕлÿ шайне тĕрĕслеме, общество ĕçне хутшăнма та вăхăт тупаççĕ.
“Сывлăшри кĕпер”, “Кашнин хăйĕн ĕмĕрĕ”, “Çырла пиçнĕ вăхăтра”, “Туссемпе калаçни” тата ытти кĕнеке авторĕ Александр АСЛУТ кун çути курнă тăрăхра хăнара пулнă май ентешĕсемпе курса калаçма май килчĕ.