Archive - 4 Нарăс, 2016 - Çамрăксен хаçачĕ

4 Нарăс, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 4 (6097) №. 4.02.2016

4 Нарăс, 2016

Пĕтĕм ăсталăх - пÿрне вĕçĕнче

Мария Голубева - Чăваш Енри чи çамрăк скульпторсенчен пĕри. Унăн ĕçĕсем республикăпа регион куравĕсенче çеç мар, тĕнче шайĕнче те палăрма ĕлкĕрнĕ.

4 Нарăс, 2016

Пĕрисем качака сĕчĕ ĕçеççĕ, теприсем - пылпа чей

Грипп анлă сарăлнă тапхăрта аптекăсенче эмел çителĕклĕ-и? Çамрăксем халăх мелĕсемпе сипленеççĕ-и? Çак ыйтусемпе «ÇХ» вулаканĕсене чăрмантартăмăр. Малалла вулас...

4 Нарăс, 2016

Грипп эпидемийĕ кĕçех пĕтĕ

Эпидеми... Пирĕн çĕршывра пурăнакансем юлашки вăхăтра хăрушă çак сăмахпа час-часах усă курма тытăнчĕç. Ку А/H1N1/ 2009 грипп анлă сарăлнипе çыхăннă. ОРВИпе грипп Раççейĕн 74 регионĕнче алхасать. Роспотребнадзор даннăйĕсене ĕненес тĕк, 26-шĕнче чир эпидеми чиккинчен икĕ хут ÿснĕ. Çĕршывра грипа пула 100 ытла çын вилнĕ. РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова пĕлтернĕ тăрăх, вĕсенчен 8-шĕ ача, 4-шĕ - çире пур хĕрарăм. Çут тĕнчерен уйрăлнисенчен пĕри те вакцинациленменни, тухтăрсем патне вăхăтра çитменни паллă.

4 Нарăс, 2016

Театр çамрăк артистсене кĕтет

Пурте артист пулаяççĕ-и? Тĕрĕссипе, çĕр çинчи кашни çын - артист. Кашниех роль вылять. Пурнăçне театрпа çыхăнтарма шухăшлакансем вара чăн-чăн маçтăр патне лексе ăсталăхне аталантарма пултараççĕ. Çак кунсенче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче труппа йышне ÿстерес тĕллевпе çуллахи экзамен умĕнхи суйлав иртрĕ. Пĕр кунхине эпĕ те пулас артистсен пултарулăхĕпе паллашма кайрăм.

4 Нарăс, 2016

Инкек çири кĕперен те çывăхрах

Кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче çĕрле Тутарстанра пушарнăйсен пульчĕ çине хăрушă хыпар килнĕ: Лениногорск районĕнчи Кивĕ Кувак салинче пÿрт çунать. Пушарнăйсене кÿршисем чĕннĕ. Çулăмпа ултă сехет кĕрешнĕ. Кăмрăк айĕнче амăшĕн тата пилĕк ачин виллине тупнă. Çемье пуçĕ Сергей, ÿсĕрскер, çăфлăнса юлнă.

4 Нарăс, 2016

Кĕçтук Кольцов сăмахĕсем - Карелири гранит çинче

«...Юлашки вăхăтра кашни каç ялти сăн-сăпатсемпе аташтарать тĕлĕк. Кам пĕлет, тен, эпĕ яла çитсе кураймăп та-ши? Тен, юлашки тĕлĕксем яла кăтартаççĕ-ши?..» - çак йĕркесем Кĕçтук КОЛЬЦОВ поэт пиччĕшĕн ывăлĕ Аркадий Кольцов патне вăрçă хирĕнчен янă çыруран. Аркадий Павлович сăмах ăстин кашни çырăвне упранă. Вăл çапăçу хирĕнче шăрçаланă йĕркесене хаçат-журнала ярса тăнă, йывăр вăхăтра чунра кĕвĕленнĕ сăвăсене кун çути кăтартма пулăшнă. Тепĕр çырăвĕнче Кĕçтук Кольцов хăйĕн сăввисене шăллĕне сыхласа хăварма ыйтнă.

4 Нарăс, 2016

Асамлă вăй Ксюшăна çăлĕ-ши?

Етĕрнере йĕлтĕр сезонĕ уçăлнă ятпа иртнĕ ăмăрту инкекпе вĕçленнĕ. 2 километра чупса тухнă хыççăн Урпаш шкулĕнчи 7-мĕш класра вĕренекен 13-ри Ксения Максимова хăйне япăх туйнă. Кайран больницăра тăнне çухатнă. Тухтăрсем унăн пуç мими вилнине çирĕплетнĕ.

«Вăрансам, хĕрĕм...»

4 Нарăс, 2016

Хурлăхра çуралнă тĕрĕсем

«Ал ĕçĕ вăхăт ирттерме çеç мар, унтан та ытларах хуйха-суйха манма, пăшăрханнине сирме, ыйхă çĕтсен лăпланма пулăшать», - тенине ăстасенчен пĕрре мар илтме тÿр килнĕччĕ. Вăрнар районĕнчи Мăн Явăшра пурăнакан Зоя Владимирова та çак шухăшах çирĕплетрĕ.

4 Нарăс, 2016

«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ

Пĕлтĕр «Çамрăксен хаçачĕн» пики» сăнÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Унта республикăри район-хулара пурăнакан хĕрсем хутшăнчĕç. Халĕ «Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ» конкурс пуçланнине хаваспах пĕлтеретпĕр.

Pages