«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ

4 Нарăс, 2016

Пĕлтĕр «Çамрăксен хаçачĕн» пики» сăнÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Унта республикăри район-хулара пурăнакан хĕрсем хутшăнчĕç. Халĕ «Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ» конкурс пуçланнине хаваспах пĕлтеретпĕр. Унта 14-30 çулсенчи чăваш каччисем хутшăнма пултараççĕ. Сăнÿкерчĕке редакцин электрон почтине mol.azeta@rambler.ru адреспа ярса памалла. Çырура хăвăрăн ятăра, миçе çултине, ăçта çуралса ÿснине палăртма манмалла мар.

«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕтне вара эсир, хаклă вулаканăмăрсем, суйлама пултаратăр. «Контактра» соцсетьри «Çамрăксен хаçачĕн» ушкăнне кĕрсе килĕшекен каччăшăн «лайк» лартмалла. Çулталăк вĕçĕнче чи нумай «лайк» пухнă чăваш йĕкĕтне палăртăпăр. Тусăмăрсем, эсир конкурса хастар хутшăнасса шанатпăр!

Сăнÿкерчĕкре - 21 çулти Дмитрий Лаврентьев. Яш Шупашкарти коопераци институтĕнче вĕренет. Алла диплом илсен салтака каясшăн. Спортпа туслăскер ачаранпах футбола, ирĕклĕ кĕрешĕве кăмăллать. Вăл район, республика шайĕнче иртнĕ ăмăртусене сахал мар хутшăннă. Дмитрий юрра-ташша ăста. Пушă вăхăтра театра е концерта çитме тăрăшать. Вăл çыннăн ырă кăмăлĕпе ĕçченлĕхне мала хурать. Çавăншăн юлташĕсем ăна хисеплеççĕ те. Эдуард Сымов, 21 çулта. Мускав патшалăх машиностроени университечĕн Шупашкарти политехника институтĕнче вĕренет. Шкула «пиллĕксемпе» пĕтернĕскер сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Вăл РФ спорт министрĕн Виталий Муткон аллинчен кубок илнĕ. Эдуард Шупашкарта çитĕннĕ пулин те чăваш чĕлхине юратать, тăван халăх историне тĕпчет.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.