Archive - 18 Нарăс, 2016 - Çамрăксен хаçачĕ
Кăмăлĕ пусăрăнсан кĕвĕ тĕнчине путать
ЧР Пуçлăхĕн кăçалхи стипендиатки Анастасия Кириллова Шупашкарти С.М.Максимов ячĕллĕ ача-пăча музыка шкулĕнче иккĕмĕш çул кăна тăрăшать пулин те шăпăрлансен юратăвне, ĕçтешĕсен хисепне тивĕçме ĕлкĕрнĕ. Йăрăс пÿллĕ 25 çулти пике шкул ачи пекех курăнать. Вăл фортепиано чуна витермелле калать. Унăн пÿрнисем инструментăн пускăчĕсене перĕнсен илемлĕ кĕвĕ тĕнчине путатăн.
Лицей шăпи халĕ те калаçтарать
Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ чăваш наци интернат лицейĕн шăпи нумай калаçтарчĕ. 2012 çулхи утă уйăхĕнче Шупашкар хула администрацийĕ вĕренÿ заведенийĕнче юсав ĕçĕсем ирттерес тĕллевпе хупасси пирки хушу кăларчĕ. Çакăн çинчен вĕренÿ çулĕ пуçланиччен пĕр уйăх маларах çеç пĕлтерни пуриншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. Çавна май лицейра вĕренекен ачасенчен чылайăшĕн каялла ялти шкула таврăнма тиврĕ. 100 яхăн çамрăк вара хулара ăс пухма юлчĕ. Юсав ĕçĕсене çулталăк вĕçĕнче пĕтерме шантарни темиçе çула тăсăлчĕ. Халăхра тĕрлĕ сас-хура çÿрерĕ.
Хĕл вĕçĕ - хĕрÿ тапхăр
Чăваш каччисем офицер пуласшăн
Чылай яш хăйĕн пурнăçне Тăван çĕршыва хÿтĕлессине халаллать. Çулсеренех Чăваш Ен çамрăкĕсем çар енĕпе пĕлÿ илес тĕллевпе Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне саланаççĕ. Сумлă профессие суйлакансен хисепĕ ÿссех пырать. Тĕслĕхрен, 2013 çулта - 327, 2014 çулта - 423, пĕлтĕр 448 яш курсант пулса тăнă. Кандидатсене çар комиссариатĕнче суйлаççĕ. Нарăсăн 8-мĕшĕ тĕлне кăçал аттестат илекен 258 çамрăк /вăл шутра 40-шĕ - хĕр/ офицера вĕренме каясси çинчен пĕлтернĕ.
Ывăлĕ вилсен амăшĕ суккăрланиччен макăрнă
Çăвĕпе пухнă укçапа чаплă фотоаппарат туяннă
Кашни çын хăйне май пултаруллă: пĕри йывăр хăнăхтарусен хуравĕсене ăсрах шутласа тупать, тепри тутлă апат янтăлать… Ÿркенмелле мар çеç. Кахалланса лариччен пурнăçри кашни çеккунта усăллă ирттермелле, савăнса юлмалла. Ĕçрен ывăнса килсен кĕнеке вуласа, илемлĕ кĕвĕ итлесе е алла йĕппе çип тытса канма пулать.