Асран тухмасть Афганистан

30 çул каялла ку тĕнчерен уйрăлнă Юра Кузнецовăн вил тăпри çине халĕччен çичĕ хут та курăк шăтма ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Каччă Афганистанран аманса таврăннă хыççăн нумаях та пурăнайман. Йывăр чире кайнине пула 24-рах сивĕ тăпрапа хупланнă вăл.

Куйбышеври çар чаçĕнчен тухнă пуйăс ăçталла чашлаттарнине салтак аттине тин кăна тăхăннă яшсем çанталăкран çеç тавçăрайнă. "Кăнтăралла каятпăр пулас..." - ăшша сиссе пăшăлтатнă географие тĕшмĕртнисем. Ăçта илсе çитерессе вĕсене никам та пĕлтермен. Ташкентра чарăннă хыççăн вакунра ларса пынă Аслă Елчĕк каччи Сергей Бобин юлташĕсене çапла каланă: "Курăр акă, ыран Термез пулать. Киле çыру ярса ĕлкĕрĕр". Ăçтан пĕлет-ха вăл ăна? Узбекистанри çав хулара çар бази вырнаçнине те, унтан салтаксене Афганистана ăсатнине те...

Subscribe to Асран тухмасть Афганистан