- Чăвашла верси
- Русская версия
Ывăлĕ вилсен амăшĕ суккăрланиччен макăрнă
30 çул каялла ку тĕнчерен уйрăлнă Юра Кузнецовăн вил тăпри çине халĕччен çичĕ хут та курăк шăтма ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Каччă Афганистанран аманса таврăннă хыççăн нумаях та пурăнайман. Йывăр чире кайнине пула 24-рах сивĕ тăпрапа хупланнă вăл.
Юра çинчен ăнсăртран аса илмерĕмĕр: пĕрремĕшĕнчен, нарăсăн 15-мĕшĕнче Раççейре Афганистанран пирĕн çарсене илсе тухнăранпа 27 çул çитнине паллă турĕç, иккĕмĕшĕнчен, редакцие çыру килчĕ. Унта интернационалист салтак çуралса ÿснĕ çурт хапхинчен çакнă Асăну хăми Юрăн амăшне хурлану кăна кÿнине пĕлтернĕ. Мрамор плита çине ывăлĕн ашшĕ ятне "Александрович" вырăнне "Владимирович" тесе çырнă. "Хĕрарăмăн ахаль те суракан чĕрине тăвар сапниех ку, çавăнпа хăмана илсе хунă. Кÿршĕ каччи Афган вăрçине хутшăннине хальхи ăру пĕлмест те пулĕ. Салтак ячĕ манăçа тухса пыни питĕ хурлантарать. Юрий Александрович Кузнецов пурăннă пÿрт çине Асăну хăми çĕнĕрен çакасса шанас килет", - çырнă Александр Мокин. Малалла вулас...
Комментари хушас