Комментари хушас

Рота командирĕшĕн Владимир Цветковшăн орден-медаль мар, салтак пурнăçĕ хаклăрах пулнă. Афганистан вăрçинче çар тивĕçне пурнăçланă чăваш арĕ юнлă çапăçусене хутшăннă, паттăрлăх кăтартса хисепе тивĕçнĕ.

Шахтер пулма килĕшмен

Етĕрне районĕнчи Пушкăрт салинче кун çути курнăскерĕн пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарас шухăш ăнсăртран çуралнă. Пĕррехинче телевизорпа «Атьăр-ха, каччăсем» кăларăма пăхнă вăл. Çар тумĕллĕ параппанçăсем ăна питĕ кăмăла кайнă. Ашшĕн пиччĕшĕ çав вăхăтра службăра тăнă. Ку та шухăша çирĕпленме витĕм кÿнех-тĕр. 8-мĕш класс хыççăн Владимир никама систермесĕр Хусанти çарпа тинĕс училищин ертÿçи патне çыру çырнă. Унта мĕнле майпа вĕренме кĕмеллине ял ачи чухлама та пултарайман çав. Вăхăт иртнĕ, хурав çаплах çитмен. Шанчăк та сÿннĕ ĕнтĕ. Пĕр кунхине ăна почта уйрăмне кĕме ыйтнă. Ун патне Хусантан çыру килнĕ иккен! Ака уйăхĕ тăнă. Вĕренме кĕмешкĕн хатĕрленме вăхăт сахал юлнă. Çулла çитсен чăваш каччи Хусана тухса кайнă. Экзаменсене чиперех тытнă вăл. Математикăпа нихăçан та йывăрлăх пулман унăн. Анчах Суворовецсен йышне кĕреймен — сывлăх тĕлĕшĕнчен кăлтăксем тупнă. Ăна киле янă, çитес çул валли сывлăха çирĕплетме, лайăхрах хатĕрленме хушнă. Пуçне усса таврăннă каччăн кăмăлне килтисем çĕклеме тăрăшнă, шахтера вĕренме ÿкĕтленĕ. Çав çулхине çур ял Днепропетровска шахтера вĕренме кайнă. Володя шухăшне улăштарман. 9-мĕш класс хыççăн Тверьти çар училищине çитнĕ, вĕренме кĕнĕ. Шкулта спортпа туслашни, бокс секцине çÿрени пулăшнă ăна. Училищĕре те тренировкăсемпе занятисенче самай тар тăкнă. Уйрăмах вырăс чĕлхипе йывăр килнĕ.
Пĕрремĕш хут каникула тăван яла таврăннă чухне Çĕмĕрлери чукун çул вокзалĕнче анса юлсан шартлама сивĕре чутах шăнса вилмен каччă. Çÿхе кительпе, çуллахи пушмакпа çула тухнăскерĕн питне тăм тивнĕ. Пĕр карчăк ăна шеллесе хăйĕн патне хăнана чĕннĕ, ăшă тум тăхăнтартса кăларса янă.

«Отпуска! Унтан — Афганистана!»

Кануран таврăннă чăваш каччине офицер чĕнсе илнĕ те уйрăм командирĕ пулма сĕннĕ. Владимир Цветков шанчăка тÿрре кăлараймасран шикленнĕ. Мĕн тери яваплăх! Училищĕре 2 çул вĕреннĕскерĕн кăмăлĕ çирĕпленнĕ — ăсталăха ÿстермелле, малалла талпăнмалла. Ленинград çывăхĕнче радиоэлектроника училищи уçăлнине пĕлсен вăл унта çыру вĕçтернĕ. Анчах хурав кĕтсе илеймен. «Саппас вариант çукчĕ. Офицер Сывлăш çар десант училищĕне çырăнма сĕнчĕ. Парашютпа сикес кăмăл çукчĕ пулин те унăн сăмахĕнчен иртеймерĕм. Телейĕм пурахчĕ çав. Мускаври командирсен аслă училищинче пĕр вырăн пушаннине пĕлтерсен шухăшласа тăмарăм, тÿрех унта вĕренме кайрăм. Дисциплина енчен çирĕп ыйтатчĕç. Çур çултан мана уйрăм командирĕ пулма сĕнчĕç. Йывăрччĕ. «Пиллĕксемпе» кăна вĕренеттĕм пулин те хĕрлĕ дипломлă пулаймарăм. Патшалăх экзаменĕ вăхăтĕнче пĕрре персе мишене лектереймерĕм. Иккĕмĕш хутĕнчен çеç тĕл петĕм те «4» палла тивĕçрĕм. Хĕрлĕ дипломлисене ют çĕршывра служба тăма ирĕк паратчĕç. Эпĕ Куйбышеври вĕрентÿ полкне çул тытрăм. Унта тин çеç салтак ретне тăнисене çар вăрттăнлăхĕсене вĕрентрĕм. Çур çул хатĕрлеттĕмĕр те çар чаçĕсене ăсататтăмăр, вĕсен вырăнне çĕннисене йышăнаттăмăр», — каласа кăтартрĕ Владимир Аверкиевич.
1979 çул. Афганистанра вăрçă пуçланнă. Владимир Цветков унти хыпарсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Çамрăк пулнă вĕсем. Юн вĕресе тăнă. Лейтенантсемпе пухăннă та Афганистана ямашкăн рапорт çырнă. Пĕр эрне иртнĕ, иккĕ… Вĕсене никам та чĕнмен. Хурав шыраса хайхискерсем полк командирĕ патне çитнĕ. «Лейтенантсем, эпĕ сирĕн рапортсене вуларăм та çурса тăкрăм. Тăван çĕршыв сире кунта служба тăма палăртнă. Вăхăт çитсен чĕнсе илĕпĕр», — тесе ăсатнă командир. Чăнах та, çур çултан вĕсем те пĕрерĕн-икшерĕн Афганистана кайма тытăннă. Владимир чăтса ларайман: пуçлăх урлă сикме шут тытнă, дивизи ертÿçине рапорт çырса панă. Команда кĕттермен: «Пĕр уйăхлăха — отпуска, унтан — Афганистана!» Ун чухне вăл 24-ра пулнă. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Ольга КАЛИТОВА.  Владимир ЦВЕТКОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.