- Чăвашла верси
- Русская версия
«Эсĕ манăн ывăл мар пуль…»
Кăн-кăвак тÿпере çăхан евĕр вертолетсем явăнаççĕ, пĕрмай переççĕ пек… Афганистанри çапăçу тĕлленнипе каччă вăрана-вăрана кайнă. Йĕпреç районĕнчи Пăкăянра пурăнакан Николай Степанов халĕ хăрушă çав кунсене сайрарах аса илет.
Каччă 1979 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче çара кайма повестка илнĕ. Салтак аттине тин тăхăннăскере Самара ултă уйăхлăха танкиста вĕренме янă, хыççăн Украинăри Ворошиловград /халĕ — Луганск/ облаçне куçарнă. Кунта та нумай вăхăт тăман — Узбекистанри Термез хулине илсе çитернĕ. Уççăн каламасан та салтаксем пĕлсех тăнă — вĕсене Афганистана кайма хатĕрленĕ. Икĕ эрнерен Кундуза илсе çитернĕ. Ашшĕ-амăшне тÿрех пĕлтерсе кулянтарас темен Николай, пĕр уйăх иртсен çеç çыру вĕçтернĕ.
Афганистанри çут çанталăка хăнăхмашкăн çăмăл пулман: пĕрмай шăрăх тăнă, çунтарасла хĕвел хĕртнĕ. «Çумăр çумастчĕ, хăйăр вĕçетчĕ. Вĕри пулнăран танкра ăшша пиçеттĕмĕр. Паллах, çимĕçĕ çителĕклĕ пулман, типĕ апатпах çырлахнă», — каласа кăтартрĕ Николай Петрович.
Пĕррехинче вĕсене чикĕ хĕрне операцие янă. Ту хысакĕнче эрни-эрнипе ларнă чухне апат пĕтсе çитни мар, пĕр чĕптĕм шыв юлманни кулянтарнă. Юлташĕсем килессе виçĕ талăк кĕтнĕ салтаксем. Вĕсемшĕн шыв ылтăнран хаклă пулнă.
Николай Степанов бронетранспортерта чи çывăх юлташĕ сирпĕннине манаймасть. Тутарстан каччипе вăл вăрçа пĕрле кĕнĕ, çăкăр чĕллине пĕрле пайланă.
Пĕр каçхине вĕсен дивизийĕнче хăрушă пăтăрмах пулса иртнĕ — душмансем салтаксене /30 çынна яхăн/ автомат шомполĕпе хăлхаран чикнĕ. «Кун пек чухне çын кăшкăрма ĕлкĕреймест, тÿрех сывлама пăрахать. Малтан часовоя вĕлернĕ. Çакăн хыççăн полкра çирĕп дисциплина турĕç. Салтаксене цинк тупăкпа килĕсене ăсатрĕç», — аса илчĕ афганец. Çулталăк çурă службăра тăнă хушăра вилĕмпе миçе хут куçа-куçăн тĕл пулман-ши вăл? Хăй калашле, ăна пирĕштийĕ сыхланă. Николай вăрçа икĕ хутчен кĕнĕ. Шыв çуккипе нумай салтак Боткин чирĕпе аптăранă, вăл шутра Николай Степанов та. Вĕсене Узбекистанри Чирчик хулине сипленме куçарнă хыççăн каллех — Афганистана.
Яла имшерленсе таврăннă Николая çынсем тÿрех палласа та илеймен. «Пÿрте кĕтĕм. Кăмака умĕнче ăшталанакан анне мана курчĕ те тĕлĕннипе куçран шăтарасла пăхрĕ. «Эсĕ манăн ывăл мар пуль», — тесе йĕрсе ячĕ. Хамăн та киле чĕрĕ çитнĕшĕн хĕпĕртенипе куççуль тухрĕ. Эпĕ салтакран килнĕ чухне шăрпăк пек çинçелсе юлнăччĕ: 45 килограмм таяттăм. Унсăр пуçне хуп-хура сăн çапнăччĕ, хăйăр вĕçнĕрен куç хĕсĕннĕччĕ», — иртнине куçĕ умне кăларать вăрçă ветеранĕ.
Çартан таврăннă хыççăн каччă сварщикре ĕçленĕ. Пĕр вăхăт вăрман хуçалăхĕнче тăрăшнă, тăван колхозра вăй хунă. Пăкăян хĕрĕпе Вероникăпа çулталăк çурă туслă çÿренĕ хыççăн çемье çавăрнă. Вăтанчăк, сăпайлă каччă пулнă вăл. Салтака кайиччен пĕр хĕрпе те çÿресе курман. Малалла вулас...
Комментари хушас