Елена ГЛУХОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

14 Çĕртме, 2018

Тăнăç пурнăçра виçĕ ывăлне пытарнă

Пĕр эрне каялла ывăлне Игоре пытарнă ашшĕ-амăшне пырса чăрмантарма аван марччĕ пулин те Шупашкар районĕнчи Сархурăнти Поручиковсем патне çитсе килтĕмĕр. Игорь Валерьевич пирĕн ĕçтешчĕ, чылай çул пичетпе телекуравра вăй хучĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн «Ар» хаçачĕн редакторĕ пулнă. Юлашки вăхăтра ЧР Ĕçлев министерствин пĕрлештернĕ профсоюз организацийĕн председателĕнче ĕçлерĕ.

10 Çу, 2018

«Эсĕ манăн ывăл мар пуль…»

Кăн-кăвак тÿпере çăхан евĕр вертолетсем явăнаççĕ, пĕрмай переççĕ пек… Афганистанри çапăçу тĕлленнипе каччă вăрана-вăрана кайнă. Йĕпреç районĕнчи Пăкăянра пурăнакан Николай Степанов халĕ хăрушă çав кунсене сайрарах аса илет.

7 Раштав, 2017

Ачисене упăшки патĕнче хăварнă

«Ывăлли-хĕрли хумханать, ывăлсăр-хĕрсĕрри хурланать», — çапла каланă халăхра. Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари Зоя Александровăна çак каларăша хăй пирки каланăнах туйăнать хăш чухне. Вăл шкул пĕтерсенех качча тухнă.

2 Чÿк, 2017

Савнине качча илменшĕн ÿкĕннĕ

Ялта ăна Саид тесе чĕнеççĕ. Çук, «Клон» сериала курнă хыççăн мар, çак хушма ят ун çумне салтака кайса килсен çыпăçнă. Мароккăра мар, Кавказ тăрăхĕнчи Карабахра çарта тăнă вăл. «Сериалти Жади упăшки мар-çке эпĕ.