Комментари хушас

14 Çĕртме, 2018

Тăнăç пурнăçра виçĕ ывăлне пытарнă

Пĕр эрне каялла ывăлне Игоре пытарнă ашшĕ-амăшне пырса чăрмантарма аван марччĕ пулин те Шупашкар районĕнчи Сархурăнти Поручиковсем патне çитсе килтĕмĕр. Игорь Валерьевич пирĕн ĕçтешчĕ, чылай çул пичетпе телекуравра вăй хучĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн «Ар» хаçачĕн редакторĕ пулнă. Юлашки вăхăтра ЧР Ĕçлев министерствин пĕрлештернĕ профсоюз организацийĕн председателĕнче ĕçлерĕ.

Анне чĕри мĕнрен-ши?

Йывăр хуйхă чухне алă та ĕç патне
пымасть пуль те амăшĕ Зоя Пор-
фирьевна пахчара çĕр улми ани
çумлатчĕ. «Шăматкун ирхине кин Эмма
шăнкăравларĕ, Игорь çĕрле юлташĕн юби-
лейĕнчен киле çитейменни пирки каларĕ.
Вĕсен хамăр ялтах дача пур, çавăнта мар-
ши тесе шухăшларăмăр. Кин хуняшшĕне
унта кайса пăхма ыйтрĕ. Валери тÿрех пах-
чана васкарĕ — алăкран, кантăкран шакка-
нă, сас паракан пулман. Хам Игорь патне
миçе хутчен шăнкăравламарăм-ши? Теле-
фонĕ сÿннĕччĕ. Юлташĕ Борис патне те
шăнкăртаттартăмăр — унпа уявра çыхăн-
нă вăл, юбилей хыççăн тÿрех хулана ка-
ясси пирки пĕлтернĕ. Каçхи вуннă çурăра
Игорь Эммăпа калаçнă, кин ăна такси тыт-
са киле пыма сĕннĕ. Хĕрсем пурте маши-
нăллă — вĕсем кирек хăш вăхăтра та кафе-
не пырса илеетчĕç, йăмăкĕсене чăрман-
тарас темерĕ-ши? Хуланах каяс тенĕ çав.
Çав кун урама темиçе те тухса пăхрăм. Ак,
ак, ывăлăм сăртран анассăн туйăнчĕ. Кăн-
тăрла çитсен кĕçĕн хĕрĕм Олеся: «Анне,
вилнĕ пирĕн Игорь, çĕрле çул çинче ма-
шина çапса кайнă ăна», — терĕ. Анне чĕри
мĕнрен-ши вăл? Чултан та, тимĕртен те
мар-çке. Çак хыпара чăтса ирттерейнин-
чен хамран хам тĕлĕнетĕп. Кин Эмма вăл
кун ир-ирех шкулта экзаменра пулнă, те-
лефон тытайман. Ăна усал хыпара мăнук
Вова пĕлтернĕ. Вăт мĕн курмалла пулса
тухрĕ пурнăçра, никама та усал та туман-
çке, виçĕ ывăла та тăпрапа хупласа хутă-
мăр», — куççуль витĕр калаçрĕ Зоя Пор-
фирьевна.

«Ман Поручиковсем пĕтрĕç»

Валерипе Зоя Поручиковсене Турри
виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр парнеленĕ.
Ывăл, хĕр — пĕр-пĕринпе черетлен-
се умлă-хыçлă çуралнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.