Кутамккари консервăна пуля шăтарнă

22 Нарăс, 2018

Анатолий Григорьев — республикăри паллă ÿнерçĕ, Афганистан вăрçин ветеранĕ. Çартан таврăннă хыççăнах вăл картинăсенче хĕрÿ çапăçусемпе çар техникине, душмансемпе совет салтакĕсене сăнланă. Ашшĕ-амăшне те çырупа пĕрле ÿкерчĕксем ярса панă вăл. «Карикатурăсем тăваттăм», — тет шÿтлесе. Килтисем çырусемпе ÿкерчĕксене типтерлĕ упранă, ывăлĕ яла таврăнасса кĕтнĕ.

Пуç мими юхса тухнă

Анатолий Элĕк районĕнчи Ураскилтре çуралса ÿснĕ. Салари шкултан вĕренсе тухсанах повестка илнĕ. Салтак аттине тин тăхăннăскере Узбекистанри Фергана хулине çитернĕ. Салтаксем пĕлсех тăнă — вĕсене Афганистана кайма хатĕрлеççĕ. Сывлăш десант çарне лекнĕ Анатолий парашютпа сикнĕ, çамрăк салтаксен курсĕнче марш-бросокра вуншар çухрăм парăнтарнă. 1983 çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Анатолий 19 çул тултарнă. Тепĕр куннех 3-мĕш батальонра команда янăранă: «Пуçтарăнмалла! Афганистана!» Кабула вĕçсе çитнĕскерсене чаçсене уйăрнă. Афганистанра çут çанталăка хăнăхмашкăн йывăр пулман. Унта Ферганари пекех шăрăх тăнă, хĕвел шеллемесĕр хĕртнĕ. Палаткăсенче выртса тăракан салтаксене кантарман — тÿрех пĕрремĕш çар хушăвĕ панă: ротăн Кандагар çывăхĕнчи иçĕм çырли пахчинчи çапăçăва кĕмелле.

Пĕрремĕш задани, пĕрремĕш çухатусем... Анатолий Дмитрий Никифоров командирпа юнашар вырнаçнă. Пулеметпа шатăртаттаракан салтака снайпер тĕлленĕ. Пуля удмурт каччин каскине витĕр шăтарса тухнă. «Йывăр суранланнăскере туртса кăлартăм. Унăн пуç мимийĕ юхрĕ... Бронетранспортера тĕп тума паман командира взводпа йăтса тухрăмăр», — аса илчĕ Анатолий Леонидович. Вут-çулăмлă çапăçусенче шикленÿ туйăмĕ çуралма ĕлкĕреймен. «Мĕн пулса иртнине ăнланса юлаймастăмăр, пăшалтан пенĕ сасă пĕр чарăнмиччĕ. Кăн-кăвак тÿпере хура çăхансем пек вертолетсем вĕçетчĕç», — каласа парать Афган ветеранĕ.

Анатолий Григорьев ротинче çапăç усенче çиччĕн ĕмĕрлĕхех куç хупнă. Су ранланнисем мĕн чухлĕ пулнă-ши? Чăваш каччи те чутах сылтăм урасăр тăрса юлман.

Снаряд ванчăкĕпе

1984 çулхи çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче ротăн Кандагар çывăхĕнче тăшманăн хĕç-пăшал складне çавăрса илсе сирпĕтмелле пулнă. Игорь Сайков командир ертсе пынă ушкăн палăртнă вырăна çывхарнă. Саперсем задание пурнăçланă, склада çавăрса илнĕ. Анчах тăшман совет салтакĕсене кĕтнĕ, тапăнас тесе пытанса ларнă. «Душмансем пирĕннисене тĕл печĕç. Меллĕ вырăн йышăннăскерсем чылайăшне суранлатрĕç. Ушкăн командирне те хулпуççирен амантрĕç. Игорь пире хÿтĕлесе вилчĕ», — аса илчĕ Анатолий Леонидович. Анчах салтак хăй те çапăçуран сывă тухайман. Снаряд ванчăкĕ сылтăм урине лексе амантнă. Паттăр Кандагарти госпитальре пĕр уйăх выртнă. Ванчăк чутах шăмăна лекмен. Пĕр миллиметр шаларах кĕрсен салтак урасăр тăрса юлма пултарнă. «Ванчăка кăлармарĕç. Ăна хăш-пĕр чухне туятăп», — терĕ вăл.

Анатолий Григорьев çарта пĕрле пулнă Тутар Республикинчи Танайка салинчи пĕртăвансене манаймасть. Сергей Кузнецов пулеметчикпа Николай Костин рядовой пĕр ротăра службăра тăнă. Сергей Кандагар çывăхĕнчи çапăçусене пĕрре мар хутшăннă. Шăпах çурлан 28-мĕшĕнче тăшман çар ушкăнне ирттерсе ярас мар тесе меллĕ вырăн йышăннă. Паттăррăн çапăçнă Сергея граната ванчăкĕ лекнĕ, вилмеллех амантнă. Салтака Танайкăна цинк тупăкра илсе çитернĕ. Николай Костин та тăван ялне чĕрĕ таврăнайман. 1983 çулхи юпа уйăхĕнче Афганистанри çапăçусене хутшăннăскер хастарлăхпа палăрнă. 1984 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Кандагар çывăхĕнче вăл тăшманпа çапăçнă. Николая амантнă. Салтак сурана пăхмасăр малалла талпăннă. Анчах тăшман пульли тĕл лекнĕ, паттăр чĕри тапма чарăннă. Анатолие пирĕшти сыхланă. Тепĕр çапăçуран чĕррĕн тухаймассăн туйăннă. Çурăмĕ тĕлĕнчи бронежилета пульăсем шăйăрттарнă, пĕри хĕсĕнсе ларнă. «Кутамккара консервăсемччĕ. Вĕсене те пуля шăтарнăччĕ», — аса илет ветеран. Афганистанра çулталăк çурă службăра тăрса вилĕмпе миçе хут куçа-куçăн тĕл пулнă-ши?

1985 çулхи çуркунне ăна Кабулра хăварнă, хĕрÿ вырăна тек яман. Çар службине вĕçлекенскер тавралăха сăнанă. Алă айĕнче хутпа кăранташ пулнă. Афганистана асра хăвармашкăн культура çуртне, столовăя ÿкерсе илнĕ. Çарти фотоальбомра — йăл кулăллă та кĕрнеклĕ хĕç-пăшаллă каччăсем.

Анатолий Леонидович сăн ÿкерчĕксенче сăнланнă юлташĕсемпе васкамасăр паллаштарчĕ. Вăл çартан чĕрĕ таврăнайман юлташĕсен ашшĕ-амăшĕ патне çитнĕ, ывăлĕ пирки каласа кăтартнă. Шел, вăхăт иртнĕçем çыхăну татăлать. «Нумаях пулмасть пĕр ротăра пулнă тус патне çитес терĕмĕр. Вăл Тутар Республикинче пурăнатчĕ. Шăнкăравларăм та аппăшĕ хуравларĕ. Шăллĕ вилнĕренпе 40 кун çитнине пĕлтерчĕ», — шухăшлăн калаçрĕ Анатолий Леонидович. Салтакран таврăнсанах малтанхи вăхăтра вăл Афганистанри çапăçу тĕлленнипе вăрана-вăрана кайнă. Хăрушă çав кунсем майĕпен манăçнă. Халĕ службăри чи асра юлнă саманта аса илме ыйтсан вăл шухăша каять. Куç умне пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк тухса тăрать имĕш.

Вăрçă ÿкерсе çăкăрлăх ĕçлесе илеймен

Анатолий Григорьев — пултарулăха парăннă çын. Вăл хăйне ÿнерпе чирлĕ тет. Ашшĕ ялти хисеплĕ çын пулнă. Кăранташпа ÿкерекенскер ывăл-хĕрĕ валли киçтĕк, сăрă тупса туяннă. «Пĕррехинче Çĕмĕрле пасарĕнчен виçĕ тюбик сăрă илсе килчĕ. Манăн çуллă сăрăсемпе ĕçлес килетчĕ. Мĕнле шайлашура мĕнпе хутăштармаллине те пĕлместĕм. Çапах та пире туртăнтарса рейка çапма ăнкарнах», — аса илчĕ Анатолий Леонидович.

Ураскилт чиркĕвне турăшсене çĕнетмешкĕн ÿнерçе чĕннĕ. Çавăн чухне Анатолий меллĕ самант тупса ун патне вĕренме çÿренĕ, ăстаçă панă сĕнÿсене ăша хывнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.