Лицей шăпи халĕ те калаçтарать

18 Нарăс, 2016

Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ чăваш наци интернат лицейĕн шăпи нумай калаçтарчĕ. 2012 çулхи утă уйăхĕнче Шупашкар хула администрацийĕ вĕренÿ заведенийĕнче юсав ĕçĕсем ирттерес тĕллевпе хупасси пирки хушу кăларчĕ. Çакăн çинчен вĕренÿ çулĕ пуçланиччен пĕр уйăх маларах çеç пĕлтерни пуриншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. Çавна май лицейра вĕренекен ачасенчен чылайăшĕн каялла ялти шкула таврăнма тиврĕ. 100 яхăн çамрăк вара хулара ăс пухма юлчĕ. Юсав ĕçĕсене çулталăк вĕçĕнче пĕтерме шантарни темиçе çула тăсăлчĕ. Халăхра тĕрлĕ сас-хура çÿрерĕ. Интернат лицея Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищипе пĕрлештересси пирки те, ун вырăнĕнче нумай хутлă çурт, суту-илÿ центрĕ е каçхи клуб хута ярасси çинчен те калаçрĕç. Пĕчĕкех мар лаптăк çинче вырнаçнă пĕлÿ çурчĕ, ахăртнех, пуян çынсене пайтах илĕртнĕ. Унăн статусне республика шайне çĕклеме сĕнни те вăя кĕреймерĕ, учреждени муниципалитет харпăрлăхĕнчех юлчĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.