Кĕçтук Кольцов сăмахĕсем - Карелири гранит çинче

4 Нарăс, 2016

«...Юлашки вăхăтра кашни каç ялти сăн-сăпатсемпе аташтарать тĕлĕк. Кам пĕлет, тен, эпĕ яла çитсе кураймăп та-ши? Тен, юлашки тĕлĕксем яла кăтартаççĕ-ши?..» - çак йĕркесем Кĕçтук КОЛЬЦОВ поэт пиччĕшĕн ывăлĕ Аркадий Кольцов патне вăрçă хирĕнчен янă çыруран. Аркадий Павлович сăмах ăстин кашни çырăвне упранă. Вăл çапăçу хирĕнче шăрçаланă йĕркесене хаçат-журнала ярса тăнă, йывăр вăхăтра чунра кĕвĕленнĕ сăвăсене кун çути кăтартма пулăшнă. Тепĕр çырăвĕнче Кĕçтук Кольцов хăйĕн сăввисене шăллĕне сыхласа хăварма ыйтнă. Пурнăçне, çутă ĕмĕт-тĕллевне хаяр вăрçă татнă поэтăн чунĕ яла текех таврăнаймасса сиснĕ-ши - унăн кашни çырăвĕнче вилĕм юнашарах çÿрени палăрать.

Канаш районĕнчи Анат Сурăм ялĕнче пулнă май поэтăн чылай çырăвне, пичетленсе ĕлкĕреймен сăввисене алла тытса куртăм. 70-80 çул упранă вĕсене Кĕçук Кольцовăн çывăх çыннисем. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.