Елена ЛУКИНА

21 Ака, 2023

Йывăç лартнă

Элĕк округĕнчи Питĕшкасси уйрăмĕн ĕçченĕсем «Çуркуннехи ыр кăмăллăх эрни» акцие хутшăнса сирень тĕмĕсем лартнă.

Хастарсем палăртнă тăрăх, çак акци кăçал уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен пăрлă çумăр вĕсен тăрăхĕнче чылай йывăç-тĕме сиенленĕ. Хастарсем таврари çÿп-çапа та пуçтарса илем кÿртнĕ.

19 Пуш, 2022

"Концлагерь" вакунĕ чуна çÿçeнтерет

Клара ПЕТРОВА, Етĕрне районĕнчи Советски шкулĕн вĕрентекенĕ:

- Интереслĕ пулать тесе малтанах шухăшланă. Анчах шухăшланинчен те кăcăклăpax пулчĕ. Вăpçă çинчен нумай кино курса ýcpĕмĕp. Халĕ хамăp çaв вăxăтра, çaв пурнăçpa пулса курнă пекех туйăнчĕ. Куçca çýpeкен музейăн кашни вакунĕ тыткăнларĕ. Аудиогид каласа кăтартни те çaв тери чуна пырса тивет - куçpa куççyль пуçтарăничченех.

3 Авăн, 2021

Олег Николаев ветеринарсен уявне хутшӑнчӗ

Паян, авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ çӳревпе Йĕпреç районĕнче пулчĕ. Ветеринари службин ĕçченĕсен уявне хутшăнчĕ. Çу-çурла уйăхĕсенче Чăваш Енри патшалăх ветеринари служби куçса çӳрекен пунктсем туяннă: 10 çăмăл машина, тĕрĕс диагноз лартмалли УЗИ сканерсем, ветеринари отчечĕ валли ноутбуксем, осеменатор чăматанĕсем тата ытти те. Мăйракаллă шултра выльăх пуçĕ хăш районсенче ытларах, çавăнти ветеринари станцисен ертӳçисене республика Пуçлăхĕ çăмăл машина уççи парнелерĕ, халăха пулăшма ĕçре ăнăçу сунчĕ.

15 Юпа, 2020

5 çулти хĕрача кĕнеке кăларнă

Шкул çулне çитменнисем пултарулăхĕпе савăнтарсах тăраççĕ. Акă çак уйăхра Улатăрти Дарья Ведяшева кĕнеке кăларнă! 5 çулти хĕрача ăна чи пĕчĕккисем валли хатĕрленĕ. Кăларăмри кĕске предложенисем çăмăллăн вуланаççĕ.

Pages