Елена ЛУКИНА

27 Çурла, 2015

Тухтăра вĕренсен те алăри перо ытларах илĕртнĕ

Чăваш литературинче Максим Григорьев поэтăн ячĕ ЯСТРАН псевдонимпа çырăнса юлнă. Хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче икĕ кĕнеке - «Хĕрлĕ çăлтăр» /1940 ç./, «Çĕнтерÿ ялавĕ» /1941 ç./ - кăна кăларайса ĕлкĕрнĕ хастар та çунатлă сăмах ăсти. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи унăн мал ĕмĕтлĕ шанчăкне ытла ир татнă.

23 Утă, 2015

Хутаç çакса ыйткалама çÿренĕ

Пăрачкав тăрăхĕнчи Кудеиха ялĕнче пулнă май тăхăрвунă çула çывхаракан Надежда Белянкинăпа сăмах ваклама тÿр килчĕ. Унăн çăварĕнчен тухакан кашни сăмах тискер вăрçă кÿнĕ хурлăхпа çыхăннă.

28 Çу, 2015

“Эпĕ кунта яланлăхах килнĕ-и?”

Çемье ăшши... Этемлĕхĕн пурнăçĕнче унран хакли пур-ши? Савнă мăшăр, юратнă ачасем... Кашни арçыннах йăха тăсакан çуралнăшăн хĕпĕртесе çунат хушать ахăртнех. Чĕри айĕнче тĕвĕленнĕ тĕпренчĕкне кун çути парнелекен хĕрарăмăн телейне мĕнпе танлаштарма пулать-ши тата?

21 Çу, 2015

Ветеран чăвашсен ятĕнчен Путина саламланă

Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнакан Иван Торин ветеранăн кăçал çĕршывăмăрăн тĕп хулинчи Çĕнтерÿ парадĕнче пулма май килнĕ. 90 çула пуснăскер Мускавран мĕнле шухăш-кăмăлпа таврăннине пĕлес тĕллевпе Иван Тимофеевичпа тĕл пултăм.

7 Çу, 2015

Вĕсене куççуль кăлармасăр итлеймĕн

Вăрçă нушипе асапланнă ватă çынсене итленĕ май пирĕн куçра капланнă йăлтăрккасем, вĕсем тÿснипе танлаштарсан, тав куççулĕ кăна. Шăла çыртса чăтнă, анчах каялла чакман, наянлăх мĕнне пĕлмен, фронтра арçынпа тан алла пăшал тытса, тылра этемлĕхĕн вăйлă çурри вырăнне куççуль тути калакан тăварлă тара юхтарса Çĕнтерĕве çывхартнисем... кĕтсе илнисем... çамрăклăхра хĕрарăм черченлĕхне туйма ĕлкĕреймесĕрех ватăлма тивнисем...

“Атте ĕнене лаша вырăнне кÿлсен макăртăм”

Pages