Елена ЛУКИНА

26 Çу, 2016

«Пиччерен вăрттăн качча каймаллаччĕ»

"Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар", — тенĕ ваттисем. Çĕмĕрле районĕнчи Вăрманкасра пурăнакан, ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче 100 çул тултарнă Александра Матвеевăран "Пĕр ĕмĕр нумай-и е сахал пулчĕ-и саншăн?" — тесе ыйтсан "Питĕ нумай.

31 Пуш, 2016

Тамăкри пек асаплансан та хуçăлман

«Петĕр патша валли карап тумалли йывăç хатĕрлекен патвар чăвашсене лашман тенĕ. Эпĕ çавсем пек пулма шухăшлаттăм. Тăван халăх валли ырă нумай ĕç тăвас килетчĕ», — тенĕ Степан ЛАШМАН çыравçă хăйĕн асаилĕвĕнче.

10 Пуш, 2016

«Çитĕнекен ăру хура тарпа хĕрлĕ юн ан куртăр»

Иртнĕ кунсенче Куславкка районне çула тухрăмăр. Еплерех сывлаççĕ кунти ентешсем? Куснар тăрăхĕнчи ĕçчен халăх ураран ура иртми пулсан кăна саппунне салтать, ирхине Атăл шывне савса тухакан, шевлисене çак ял çыннисене хĕрхенмесĕр парнелекен хĕвелпе пĕрле вăранать.

18 Нарăс, 2016

Суйлава кайманшăн амăшне тĕрмене хупнă

Шăпа... Пĕрисене ĕмĕр тăрш­шĕпех сăпкари пек сиктерет вăл, теприсене çил-тăвăл йывăçа лăсканă евĕр туллать. «Турă çырнинчен иртеймĕн», - тесе лăплантарать этем хăйне кун пек чухне.

4 Нарăс, 2016

Кĕçтук Кольцов сăмахĕсем - Карелири гранит çинче

«...Юлашки вăхăтра кашни каç ялти сăн-сăпатсемпе аташтарать тĕлĕк. Кам пĕлет, тен, эпĕ яла çитсе кураймăп та-ши? Тен, юлашки тĕлĕксем яла кăтартаççĕ-ши?..» - çак йĕркесем Кĕçтук КОЛЬЦОВ поэт пиччĕшĕн ывăлĕ Аркадий Кольцов патне вăрçă хирĕнчен янă çыруран. Аркадий Павлович сăмах ăстин кашни çырăвне упранă. Вăл çапăçу хирĕнче шăрçаланă йĕркесене хаçат-журнала ярса тăнă, йывăр вăхăтра чунра кĕвĕленнĕ сăвăсене кун çути кăтартма пулăшнă. Тепĕр çырăвĕнче Кĕçтук Кольцов хăйĕн сăввисене шăллĕне сыхласа хăварма ыйтнă.

Pages