Комментари хушас

10 Пуш, 2016

«Çитĕнекен ăру хура тарпа хĕрлĕ юн ан куртăр»

Иртнĕ кунсенче Куславкка районне çула тухрăмăр. Еплерех сывлаççĕ кунти ентешсем? Куснар тăрăхĕнчи ĕçчен халăх ураран ура иртми пулсан кăна саппунне салтать, ирхине Атăл шывне савса тухакан, шевлисене çак ял çыннисене хĕрхенмесĕр парнелекен хĕвелпе пĕрле вăранать. Ир пулакан çĕрулмине, хăяр-помидора çынран малтан çитĕнтерсе пасарта сутă тăваççĕ вĕсем. Авалтан ĕçченлĕхĕпе палăрнă ялта чылай сăмах ăсти кун çути курнă. Кунтах пĕрремĕш сăвви-калавне хайланă вĕсем, Куснара çÿллĕ шая çĕкленĕ. Çак ял ятне асăнсанах Трубина Мархвин «Ача чухнехи» повеçĕ куç умне тухать. Çыравçăн вĕренекенĕсенчен пĕри, унăн çулне суйласа малалла тăсаканĕ - Иван Никифоров. Марфа Дмитриевна арçын ачан çырас ăсталăхне асăрханă, вĕрентсе çул уçса пынă. Ваня, Иван, Ивашка... чĕннĕ ăна килте. Шкулта тухса тăракан хаçатра «ВАШКИ» псевдонимпа унăн малтанхи хайлавĕсем кун çути курнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.