Аннепе пĕр кун пурăнасчĕ
— Анне! Ан пăрахса хăвар мана. Эпĕ те санпа пыратăп. Сантали тăхăнăп та. Кĕт-ха... — йĕре-йĕре хыпаланчĕ иккĕри Марине. Амăшĕ вара хĕрачана улталаса хăварчĕ те пахча хыçнелле чупрĕ. Унта ăна машинăра ĕлĕкхи савнийĕ кĕтет...
Света Генăран уйрăлнă хыççăн ачине яла, кукамăшĕ патне, хăварчĕ. Тĕрĕссипе, амăшĕ хăй çине тăчĕ, мăнукне хулана парса ямарĕ.