Вĕсене куççуль кăлармасăр итлеймĕн

7 Çу, 2015

Вăрçă нушипе асапланнă ватă çынсене итленĕ май пирĕн куçра капланнă йăлтăрккасем, вĕсем тÿснипе танлаштарсан, тав куççулĕ кăна. Шăла çыртса чăтнă, анчах каялла чакман, наянлăх мĕнне пĕлмен, фронтра арçынпа тан алла пăшал тытса, тылра этемлĕхĕн вăйлă çурри вырăнне куççуль тути калакан тăварлă тара юхтарса Çĕнтерĕве çывхартнисем... кĕтсе илнисем... çамрăклăхра хĕрарăм черченлĕхне туйма ĕлкĕреймесĕрех ватăлма тивнисем...

“Атте ĕнене лаша вырăнне кÿлсен макăртăм”

Вăрмар районĕнчи Чулкаç салинче кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнакан 94 çулти Мария Сергеева ылханлă вăрçă çулĕсене асран кăлараймасть. Фашистла Германи çарĕ пирĕн çĕршыва вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ чухне 20 çулта пулнă вăл. Çемьере çичĕ ача. Ашшĕн куçĕ курманпа пĕрех. Пиччĕшне Михаил Иванова 1938 çултах салтака ăсатнă вĕсем. Вăрçă чарăниччен унран пĕр хыпар та пулман. Шăллĕне ФЗОна илсе кайнă. Мĕнпур йывăрлăх çичĕ ачаран Михаил хыççăнхи Мария çине тиеннĕ. Пĕтĕм Совет халăхне куççуль кăларттарнă хыпар Чулкаçсем патне хирте ĕçленĕ вăхăтра çитнĕ.

- Ферма патĕнчен пуçласа Энĕш юханшывĕ хĕррипе Пинер ялне çитиех окоп чавма çÿрерĕмĕр. Пирĕн килтен виçĕ çын кайнă. 51 градус сивĕччĕ çав çул. Эпир вара çăпатапах чăтнă. Питĕ сивĕрен чавнă шăтăка анса тăраттăмăр, - куççульне шăла-шăла аса илчĕ Марук аппа.

Пĕррехинче, сивĕ хĕлле, окоп чавнă чухне унăн çăпати çĕтĕлнĕ. Киле çара уран каясран кулянса макăрнă вăл. Вара тутăр хĕррине чĕрсе илсе çĕтĕкскере çыхса килне çитнĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах алли хытă шăннăран лумпа кĕреçене тытайми пулнă. Çавăн чухне вĕсене выçлăхран çĕрулми ăнса пулни кăна хăтарса хăварнă. Çĕрулмие типĕтсе фронт валли те хатĕрленĕ вĕсем. Сăхăтпуç енне лашапа вăрман турттарма кайнине манаймасть кĕмĕлленнĕ çÿçне тутăр айне пытарнă хĕрарăм. Çулла Мария ытти çамрăкпа пĕрле тырă вырнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.