Комментари хушас

23 Утă, 2015

Хутаç çакса ыйткалама çÿренĕ

Пăрачкав тăрăхĕнчи Кудеиха ялĕнче пулнă май тăхăрвунă çула çывхаракан Надежда Белянкинăпа сăмах ваклама тÿр килчĕ. Унăн çăварĕнчен тухакан кашни сăмах тискер вăрçă кÿнĕ хурлăхпа çыхăннă. Фашистла Германи пирĕн çĕршыва вăрă-хурахла тапăнса кĕни Надежда Филипповнăна та çамрăклах çывăх çыннисемсĕр хăварнă. Çак ялтах пурăнакан Валентина Горская та шăпа ачалăха туймасăрах çитĕнтерни пирки хурланса калаçрĕ. Ачисем çĕкленĕ капмар çурт умĕнчи сак çинче туя тытса лараканскерсен куçĕнче пăчăртанакан кашни тумлам куççулĕ тăшмана ылханса тухать. Ашшĕ-амăшĕшĕн, пиччĕшĕсемшĕн, юнпа йĕпеннĕ çĕр çинче выртса юлнисемшĕн...

Надежда Белянкинăн сăмахĕнчен малтан куççуль тухнине асăрхасан вăрçă пуçланнă чухне 15 çула пуснă хĕрĕн пурнăçĕ ытла та йывăр пулнине ăнланатăн. Шăп та лăп пĕве кĕме тытăннă хĕр. Аслисен нушине ăнланма пуçланă.

- Аттене вăрçа илсе кайнине паянхи кун пек астăватăп. Кил умĕнчен иртсе кайнă чухне пирĕнпе сывпуллашма чарăнчĕ. Пурне те чуптурĕ. Тепĕр уйăхран вăл çапăçу хирĕнче хыпарсăр çухални çинчен хут килчĕ, - ашшĕшĕн хурланса тухакан вĕри куççуль паянхи кун та типмест унăн питĕнче. Ун хыççăн пиччĕшне Александра çара илнĕ, унтан - Николая.

Йăмăкĕпе тата амăшĕпе тăрса юлнă Надеждăна питĕ йывăр килнĕ. Вĕсен çиме çăкăр та пулман.

Пĕррехинче ялта пĕрисем лаша пуссан пырши-пакартине урама кăларса ывăтнă. Чылай выртса хуртланса кайнăскере Надьăпа Верăна выçăпа вилесрен хăтарса хăварас тесе амăшĕ киле йăтса пынă, çуса ачисене пĕçерсе çитернĕ. Çакăн хыççăн хĕрачасем вар ыратнипе хăсса тертленнĕ. Кÿршĕ хĕрарăмĕ, качака усраканскер, вĕсене сĕт çитерсе сыватнă.Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.