Комментари хушас

3 Авăн, 2021

Олег Николаев ветеринарсен уявне хутшӑнчӗ

Паян, авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ çӳревпе Йĕпреç районĕнче пулчĕ. Ветеринари службин ĕçченĕсен уявне хутшăнчĕ. Çу-çурла уйăхĕсенче Чăваш Енри патшалăх ветеринари служби куçса çӳрекен пунктсем туяннă: 10 çăмăл машина, тĕрĕс диагноз лартмалли УЗИ сканерсем, ветеринари отчечĕ валли ноутбуксем, осеменатор чăматанĕсем тата ытти те. Мăйракаллă шултра выльăх пуçĕ хăш районсенче ытларах, çавăнти ветеринари станцисен ертӳçисене республика Пуçлăхĕ çăмăл машина уççи парнелерĕ, халăха пулăшма ĕçре ăнăçу сунчĕ. Çак тытăмри тăрăшуллă ветеринарсене «Чăваш автономи облаçне тунăранпа 100 çул» медальпе тата тав хучĕпе наградăларĕ, сехет парнелерĕ.

Çавăн пекех 1-мĕш шкулти вĕренекенсемпе тата учительсемпе те курса калаçрĕ. Шкулта çĕнĕ вĕренӳ çулĕ валли тĕп юсав ĕçĕсене мĕнле ирттернине тĕрĕслерĕ. Виçĕ хутлă çурта çак кунсенче юсаса çĕнетнĕ. Ку ĕçре 40 млн тенкĕ расхутлани тӳрре тухнă. «Шкул халĕ аванах улшăннă», — кăмăллăн хакларĕ Олег Алексеевич. Пĕлӳ çуртне 948 ача çӳрет, кунта «Ӳсĕм вырăнĕ» вĕренӳ центрĕ ĕçлет. Çакăн пек майсем пур ача валли те кирлине палăртрĕ ЧР вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева. Сăмах май, регион ертӳçи ачасен апатланăвĕпе те кăсăкланчĕ, столовăя та кĕрсе курчĕ. Шкул директорĕ Владимир Романов тӳлевсĕр вĕри апата миçе ача çинине, килте вĕренекен сусăрсем те апат-çимĕçе тивĕçнине каласа кăтартрĕ.

www.hypar.ru

Елена Лукина сăн ӳкерчĕксемпе видео авторăн