Мăнукĕсене çавăтса утаймасть

4 Нарăс, 2016

Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ хуçалăхра çамрăксем те, ватăсем те маттур. Аслă ăру çыннисем яшсемпе хĕрсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Ĕç çыннин çулталăкĕнче паян ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем пирки çеç мар, вун-вун çул каялла çăкăр туса илнисем çинчен те çырса кăтартар. Вĕсенчен пĕри - ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Николай Петров. Вăл хăйĕн яш ĕмĕрне çĕр ĕçне парнеленĕ тесен те йăнăш пулмĕ. 17 çултах вырăнти хуçалăхра вăй хума тытăннă. Урасăр юличченех унта тăрăшнă...

Николай Иванович Атнаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Техникăна пĕчĕкренех юратнă. Икĕ çул хĕсметре тăнă хыççăн Шупашкарти машиностроени заводне ĕçе вырнаçнă вăл. Водитель правине алла илсенех тăван тăрăхне таврăннă. 1984 çулта вăл колхозра 3-мĕш класлă тракторист тивĕçĕсене пурнăçланă. Çулран-çул ăсталăхне ÿстерсе пынă май Николай Иванович 1998 çулта 1-мĕш класлă тракторист машинист пулса тăнă. Шанса панă ĕçе вăхăтра тата тĕплĕ тума пĕлнĕрен ертÿлĕх ăна пĕрре мар чысланă. 2003 çулта маттур тракторист уй-хирте ырми-канми ĕçленĕшĕн тата агропромышленноç тытăмне аталанма пулăшнăшăн ЧР ял хуçалăх министрĕн Тав хутне тивĕçнĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.