Комментари хушас

4 Нарăс, 2016

Хурлăхра çуралнă тĕрĕсем

«Ал ĕçĕ вăхăт ирттерме çеç мар, унтан та ытларах хуйха-суйха манма, пăшăрханнине сирме, ыйхă çĕтсен лăпланма пулăшать», - тенине ăстасенчен пĕрре мар илтме тÿр килнĕччĕ. Вăрнар районĕнчи Мăн Явăшра пурăнакан Зоя Владимирова та çак шухăшах çирĕплетрĕ. Анчах чĕре суранĕ вун пилĕк çул иртсен те сывалайманнине пытармарĕ вăл.

Зоя Михайловнăна пысăк уявсемпе çыхăннă канмалли кунсенче уйрăмах тунсăх пусать. «Кун пек чухне çынсен пÿрт тулли ача-пăча, мăнуксем пухăнаççĕ. Кольăпа Сергей пурăннă пулсан пирĕн кил те хаваслă шăв-шавпа тулĕччĕ», - çапла пуçларĕ вăл калаçăва.

Пурăннă пулсан... Шел те, Кольăпа Сергей Владимировсем çинчен иртнĕ вăхăтпа калаçма тивет. 2000 çулта çемьери виçĕ ачаран чи кĕçĕнни 11-мĕш класра вĕренме пуçланă. Тĕрлĕ тĕспе илемленнĕ тавралăх авăн уйăхĕнче Владимировсемшĕн хитрелĕхне пĕр самантрах çухатнă. Сергей район больницинче выртакан тусне курма кайнă. Каялла таврăнайман вăл. Çул çинчи аварире яланлăхах куç хупнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.