Мускав мĕн тĕслине куртăм

4 Нарăс, 2016

Тарăхнипе, çилĕ вĕресе тăнипе сирĕн пата çыру шăрçалас терĕм. Ĕнер кăна Мускавран таврăнтăм. Ăçтан пырса çапăнтăм-ши тульккăш унта? Курманнин курас килет çав. Юлташ астарчĕ, ăна итленипе пулса тухрĕ çакă. «Мускавра интеллигентсем пурăнаççĕ. Унта пысăк укçа çаврăнать, выçă вилмĕн. Ялта, «шăтăкра», мĕн туса пурăнатăн? Атя, пуçтар чăматанна!» - шĕвĕр пÿрнине çÿлелле каçăртсах нотаци вуларĕ тусăм. Эпĕ, мĕн, Шупашкартан инçе кайса курман та - килĕшрĕм.

Тепĕр кунхине юлташпа ик­сĕмĕр чăматансене ăмăртмалла пуçтартăмăр. Чĕре тĕпĕнче хурт вăраннă тейĕн - иртен пуçласа каçчен кускаларăмăр. Аннем, нимĕн те ăнланманскер, аллипе чĕри тĕлĕнчен тытса пĕр вĕçĕм ахлатрĕ. Пур-пĕрех лăпланмарăм, тĕплĕн ăнлантарса тăма вăхăт çук - каçхи 8 сехет тĕлне Шупашкара çитсе ÿкмелле, атту автобусран тăрса юлатпăр.

Ир кÿлĕм Мускава кĕмсĕртеттерсе çитрĕмĕр. Тусăм Наташа кунта хăйне килти пекех туйрĕ. Эпĕ, айванни, сиксе чĕтременни кăна. Ют çĕре ура ярса пуссан тунсăх ярса илчĕ, чĕре нăйкăшма тытăнчĕ. Наташа алăран çавăтрĕ те метро еннелле таплаттарчĕ. Кĕçех хваттере кĕрсе тăтăмăр. Унта - пурнăç вĕрет! Залра икĕ раскладушка лартнă, диван пур. Тепĕр пÿлĕмре урайне темиçе матрас сарнă. Виçĕ майра унталла-кунталла чупкаларĕ - вĕсем çине вĕри шыв сапнă тейĕн. Каярахпа ăнкартăм - кусем ĕçе васкаççĕ. Залри раскладушкăсем çинче такамсем çывăратчĕç. Лайăхрах пăх та: иккĕшĕнче те хĕрпе каччă ыталанса хуп турттараççĕ! Эпĕ, ку таранччен арçын курманскер, вăтаннипе хăяр пек симĕсленсе кайманни кăна. Ара, утиял айĕнчен çап-çара купарча курăнать! «Ак çакăнта выртса тăрăн. Хальлĕхе», - лач! пăрахрĕ матраса Наташа ваннăй алăкĕ умне. Манăн куç тухса ÿкесле чарăлса кайрĕ. Эп йытă-им алăк умĕнче çĕр каçма? «Кухньăра вырăн çук», - шатăрт! касса татрĕ Наташа манăн «хăрушла» сăн-пите курсан. Хăй çавăнтах тĕпеле кĕчĕ те раскладушка çинче çывăракан çăмламас арçын çумне чăмрĕ. Чăн-чăн упа. Аптăрарăм: мĕн тумалла? Эпĕ кунта никама та кирлĕ мар. Ваннăй алăкĕ патĕнчи матрас çинче йĕрсе выртсах тĕлĕрсе кайнă. 

«Че за морда тут?» - такам хытах кăшкăрнипе вăранса кайрăм.  Малалла вулас...

Мускав пурнăçне тутаннă МАРИАННА

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.