МАРИАННА

4 Нарăс, 2016

Мускав мĕн тĕслине куртăм

Тарăхнипе, çилĕ вĕресе тăнипе сирĕн пата çыру шăрçалас терĕм. Ĕнер кăна Мускавран таврăнтăм. Ăçтан пырса çапăнтăм-ши тульккăш унта? Курманнин курас килет çав. Юлташ астарчĕ, ăна итленипе пулса тухрĕ çакă. «Мускавра интеллигентсем пурăнаççĕ. Унта пысăк укçа çаврăнать, выçă вилмĕн. Ялта, «шăтăкра», мĕн туса пурăнатăн? Атя, пуçтар чăматанна!» - шĕвĕр пÿрнине çÿлелле каçăртсах нотаци вуларĕ тусăм. Эпĕ, мĕн, Шупашкартан инçе кайса курман та - килĕшрĕм.