Авлансан та эрехрен писмерĕ

4 Нарăс, 2016

«Шăпаран иртеймĕн», - теççĕ. Пĕр-пĕр яша юратса пурăнатăн, унпа çемье çавăрма ĕмĕтленетĕн. Анчах Турри пĕр çулпа уттарĕ-и? Пурнăç тĕрлĕрен килет, шăпана эпир хамăрах суйлатпăр мар-и? Эпĕ çамрăклах çемье çавăртăм. Анчах мăшăра юратсах качча тухрăм-ши? Пачах урăх яша куç хывнăччĕ...

Радик манран 8 çул аслă. Кÿршĕ касри яш каçсерен ман пата çул такăрлататчĕ. Эпĕ хăш вăхăтра çывăрма выртнине пĕлетчĕ - чÿрече патне пырса шăппăн шаккатчĕ. Эпĕ ун çине пăхса илеттĕм те карăна караттăм. Пĕррехинче, ун чухне çуллаччĕ, чÿрече янаххи çинче салтак тÿмисем куртăм. Радик кăмăла çавăрма пĕлетчĕ çав. Турă ăна сăн-питрен кÿрентермен. Вăл шкултан та шĕкĕр «5»-пе вĕренсе тухрĕ. Анчах Радик эрех ĕçкелетчĕ. Амăшĕ ир çĕре кĕнĕрен сиенлĕ çак йăлапа туслашрĕ. Эпĕ ăна хам çума пыртарман. Радик мана курмассерен вăрçтарасшăн тăрăшатчĕ. Ялта ăна тĕл пулсан тараттăм. Пĕррехинче ташă каçне кайсан çырма урлă чупса кÿршĕсен пахчинче пытанма тивнĕччĕ. Радик пурăнакан урама асанне патне хăнана час-часах çÿреттĕм. Вĕсем кÿршĕллĕ пурăннăран çамрăк мана çул памастчĕ. Пĕррехинче кил умĕнчи пусса шыв ăсма тухрăм - урамра Радик тăрать. Чĕлхи пĕр вĕçĕмсĕр калаçать, эпĕ шăп тăратăп. Хĕрĕнкĕскер хăш вăхăтра юпа çине хăпарнине сиссе юлаймарăм. «Пĕр сăмах та пулин чĕнетĕн-и е çук-и? Атту сикетĕп», - тесе кăшкăрчĕ. Юпа çинче тытăнса тăрайманскер çĕр çине палт! ÿкрĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.