Грипп эпидемийĕ кĕçех пĕтĕ

4 Нарăс, 2016

Эпидеми... Пирĕн çĕршывра пурăнакансем юлашки вăхăтра хăрушă çак сăмахпа час-часах усă курма тытăнчĕç. Ку А/H1N1/ 2009 грипп анлă сарăлнипе çыхăннă. ОРВИпе грипп Раççейĕн 74 регионĕнче алхасать. Роспотребнадзор даннăйĕсене ĕненес тĕк, 26-шĕнче чир эпидеми чиккинчен икĕ хут ÿснĕ. Çĕршывра грипа пула 100 ытла çын вилнĕ. РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова пĕлтернĕ тăрăх, вĕсенчен 8-шĕ ача, 4-шĕ - çире пур хĕрарăм. Çут тĕнчерен уйрăлнисенчен пĕри те вакцинациленменни, тухтăрсем патне вăхăтра çитменни паллă. Министр сăмахне ĕненес тĕк, эпидеми эрне çурăран чакма тытăнĕ, нарăс вĕçĕнче тĕппипех пĕтĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.