Archive - Хыпар

мая 7th, 2014

7 Çу, 2014

Çитĕнекен ăрăвăн хастарлăхĕ

Культура çулталăкĕ вăй илсе пырать. Республикăн культурăпа кану учрежденийĕсенче, вĕренÿ заведенийĕсенче вун-вун мероприяти иртет. Çав шутра - ятарлă фестивальсем, конкурссем, премьерăсем, концертсем. Вĕсене ачасене, çамрăксене ытларах явăçтарма тăрăшнине ырламалла, çитĕнекен ăрура культура никĕсне «хывса» хăвармалла. Çапла тума тăрăшаççĕ те.

7 Çу, 2014

Юрă-ташăра та, кĕрешÿре те ăста

Н.Петрова Уçырма вăтам шкулĕн пĕрремĕш класне çÿреме пуçласанах вĕрентекен пулас ĕмĕтпе авăрланнă. Татьяна Моисеевна Кузнецова мĕнле калаçни, вулани, хăйне тыткалани пĕчĕк Наташăна çав тери килĕшнĕ, хăйĕн те ун пекех пултаруллă пулас, уроксене интереслĕ ирттерес килнĕ. Ÿсерехпе çутă ĕмĕт çирĕпленсе, вăй илсе пынă.

7 Çу, 2014

"Пиллĕк" илнисем

1. Александрова Елена Николаевна, 16 çулта
2. Алексеева Регина Константиновна, 38 çулта
3. Андреева Анфиса Павловна, 53 çулта
4. Андреева Вера Ивановна, 46 çулта
5. Анжелика888, 14 çулта
6. Асамат кĕперĕ, 51çулта
7. Белкова Галина Алексеевна, 44 çулта
8. Битя, 30 çулта
9. Борцова Инесса Борисовна, 16 çулта
10. Бычкова Анна Михайловна, 15 çулта
11. Василина
12. Владимирова Алина Геннадьевна, 39 çулта
13. Владимирова Людмила Алексеевна, 55 çулта

7 Çу, 2014

Диктант çырни чăваш чĕлхин пуласлăхĕшĕн сасăланиех

Чăвашлăх тĕнчишĕн палăрăмлă черетлĕ пулăм хыçа юлчĕ: пĕтĕм халăхпа пĕрле тăван чĕлхепе диктант çыртăмăр. Çакнашкал акцие ирттерес йăла вырăссенчен пуçланчĕ пулин те чăвашсем проектăн пĕлтерĕшне тарăнлатни паха: чи авалхи илемлĕ чĕлхесенчен пĕри шутланакан чĕлхене пулас ăрусене те пехиллес, унăн пуянлăхне упрас, хамăр тăван культурăран писесрен сыхланас тĕллеве тĕпе хунă. Ахальтен мар йĕркелÿçĕсем пĕтĕм чăваш диктантне Чăваш чĕлхи кунĕнче çырма тĕв турĕç.

7 Çу, 2014

«Çамрăксене яла илĕртессишĕн темĕн тăвăттăм»

Ĕнер кăна сцена çинче култарнă пике ĕçре - пач урăх çын. Çитес кунсенче хăш ялти волонтерсемпе мĕн тумаллине пуç тавра çавăрттарнипе пĕрлех сĕтел çинчи тĕрлĕ çыру-хушупа паллашса вĕсене кирлĕ инстанцисене çитерме ĕлкĕрет.

7 Çу, 2014

Нумай ачаллă çемьесене - çĕр лаптăкĕ

Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерес енĕпе республикăра малалла ĕçлеççĕ. Кăçалхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ăна илес текен 4423 çемье учетра тăнă. Унашкаллисем Шупашкар /1499/, Çĕнĕ Шупашкар /430/ хулисенче тата Шупашкар районĕнче /467/ уйрăмах йышлă.

мая 6th

6 Çу, 2014

Ачасем ăнтăлса вĕренесси учитель пултарулăхĕнчен килет

Республикăра «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурс йăлана кĕчĕ: 1992 çултанпа иртет вăл. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ парас ĕçре тăрăшакансен хушшинче чи пултаруллине, лайăххисенчен лайăххине тупма пулăшакан тупăшăвăн пĕлтерĕшĕ - маттуррисене малашне те çитĕнÿсем патне кармашма хавхалантарни. Çавна кура Чăваш Енре педагогсен конкурсĕсем йышлăланчĕç.

6 Çу, 2014

820 млн тенкĕ - Канаша аталантарма

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер ĕç тăвакан влаç, федераци тытăмĕсен вырăнти органĕсен, хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов уй-хирти ĕçсемпе паллаштарнă. Кăçал акакан мĕн пур лаптăк 570 пин гектарпа танлашмалла. Ку пĕлтĕрхинчен 20,7 пин гектар нумайрах - 103,8%. Çу уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне çурхи тата пăрçа йышши культурăсене 139,7 пин гектар акнă - планланин 67%. Ĕçсем Елчĕк, Патăрьел тата Вăрнар районĕсенче лайăх пыраççĕ.

6 Çу, 2014

Пĕрисем ят-сумлă, теприсем...

РФ Спорт министерстви регионсен спортăн тĕп тĕсĕсене çирĕплетнĕ. Ведомство йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре аталантараканнисен йышне тепĕр виçĕ ене кĕртнĕ - триатлон, самбо, фристайл. Çапла вара пирĕн республикăра спортăн 12 тĕп тĕсĕ шутланать: велоспорт-маунтинбайк, çăмăл атлетика, спорт кĕрешĕвĕ, спорт гимнастики, ухăран пересси, йывăр атлетика, биатлон, хăлха илтменнисен тата сусăррисен спорчĕ. Çакă ыттисене аталантарманнине пĕлтермест паллах. Тĕслĕхрен, Чăваш Республикинче спортăн 50 федерацине регистрациленĕ, вĕсен йышĕ ÿссех пырать.

Pages