«Грани» хаçат парнисемшĕн

Тунти кун Çĕнĕ Шупашкарти А.Николаев ячĕллĕ тĕп стадионта «Грани» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен эстафети иртнĕ.

Уявра атлетсене «Грани» Издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ-тĕп редакторĕ Наталия Колыванова, РФ Федераци Канашĕн членĕ Галина Николаева, ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева, Çĕнĕ Шупашкар хула тата хула администрацийĕн пуçлăхĕсем Олег Матвеевпа Александр Сироткин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Талановпа Сергей Михеев тата ыттисем саламланă.

Ăмăртура республикăри тĕрлĕ предприяти-организаци, вĕренÿпе культура учрежденийĕсен, çемьесемпе ветерансен, шкул ачисен 200 ытла команди вăй виçнĕ: пурĕ 1262 çын. Чи малтан старта ача садне çÿрекенсем тухнă, 5 хĕр ачапа 5 арçын ача 30 метрлă дистанцире тупăшнă. Ку ушкăнра Шупашкарти 144-мĕш ача сачĕн команди çĕнтернĕ, пĕчĕкскерсене йĕркелÿçĕсем пылак çимĕçпе чысланă. Кăçал турнира пĕрремĕш хут сусăрсем хутшăннă, вĕсем те мала тухассишĕн вăй хунă. Савăнăçлă церемони хыççăн сумлă хăнасем VIP-чупура хăйсен хастарлăхне тĕрĕсленĕ. Ытти командăсен хушшинче те хĕрÿ тупăшу иртнĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.