820 млн тенкĕ - Канаша аталантарма

6 Çу, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер ĕç тăвакан влаç, федераци тытăмĕсен вырăнти органĕсен, хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов уй-хирти ĕçсемпе паллаштарнă. Кăçал акакан мĕн пур лаптăк 570 пин гектарпа танлашмалла. Ку пĕлтĕрхинчен 20,7 пин гектар нумайрах - 103,8%. Çу уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне çурхи тата пăрçа йышши культурăсене 139,7 пин гектар акнă - планланин 67%. Ĕçсем Елчĕк, Патăрьел тата Вăрнар районĕсенче лайăх пыраççĕ.

Михаил Игнатьев мĕн пур майпа туллин усă курса çур акине кĕске вăхăтра вĕçлемеллине палăртнă. «Кам малтан акать - тыр-пул та тухăçлă, çухатусем те пĕчĕкрех, мĕншĕн тесен çав хуçалăхсем вырмана та маларах тухаççĕ. Çакă та пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ вăл.

Канашлăва хутшăннисем Канаш хулине аталантармалли инвестици планне сÿтсе явнă. Республика Пуçлăхĕ аса илтернĕ тăрăх - монохуласене тĕревлемелли программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Енĕн икĕ хули - Çĕнĕ Шупашкар тата Улатăр - федераци бюджечĕн укçине илнĕ. Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин монохуласене аталантарас ыйтусемпе канашлу ирттернĕ. Кăçал 280 хуларан 8-шĕ пулăшу илĕ, çав шутра - Канаш. Çак тĕллевпе пăхнă 820 млн тенке кăçалхи çĕртме уйăхĕнче уйăрма пуçлаççĕ.

Михаил Васильевич Канашри строительство ĕçĕсене пурнăçлама конкурссем ирттерессине тăсса янăшăн хăш-пĕр министерствăна критикленĕ. Çĕр-шыв ертÿçисен шайĕнче принцип тĕлĕшĕнчен йышăну тунă, çавăнпа та мĕн пур конкурса халех, федераци бюджетĕнчен укçа килессе кĕтмесĕрех, ирттермелле.

Канаш хулине аталантармалли инвестици планне 2020 çулччен пурнăçламалла. Унăн тĕллевĕ - монохулан çирĕп аталанăвне, çĕнелĕвне, унти экономикăна диверсификацилессине тивĕçтересси. Хулан экономика хăвачĕн никĕсĕнче машинастроени комплексĕ - «Промтрактор-Вакун» АХО тата «Канашри автоагрегат завочĕ» АУО. Производствăна анлăлатас тĕллевпе унта индустри паркне хута ямалла, çĕнĕ производствăсем уçас, ĕçлекен предприятисене çĕнетес енĕпе стратеги шайĕнчи инвестици проекчĕсене пурнăçлама тытăннă та ĕнтĕ.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов Çуркуннепе Ĕç уявĕн мероприятийĕсене мĕнле ирттернипе паллаштарнă, Çĕнтерÿ кунне хатĕрленни çинчен каласа панă. Çу уйăхĕн 1-мĕшне халалланă мероприятисен программипе килĕшÿллĕн республикăри хуласенче, райцентрсенче 200 ытла мероприяти иртнĕ, вĕсене 25 пин çын ытла хутшăннă. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнчи уяв мероприятийĕсене 50 пине яхăн çын хутшăнмалла.

Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 1-мĕшне халалланă мероприятисене йĕркеллĕ ирттерессине тивĕçтернĕ мĕн пур службăпа ведомствăна тав тунă, Çĕнтерÿ кунĕ те çавăн пекех çÿллĕ шайра иртессе шаннине палăртнă.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.