Пирĕн интервью
Николай НИКОЛАЕВ: Ăнăçлă ĕçлесси командăран килет
Çĕр - пирĕн тĕп пуянлăх
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче район-хула ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пусăмласах çапла каларĕ: «Яллă районсенче тĕп тупăш çăлкуçĕ - çĕр, урăхла каласан ылтăн пуянлăх, сирĕн çăкăр пулса тăрать. Лаптăксене нумай çул пушă вырттаракан хуçасенчен туртса илме хатĕр тăричченех çирĕп ыйтмалла... Хула-ял тăрăхĕсен харпăрлăхне кĕрекен пĕтĕм пурлăх тупăш кÿмелле...»
Хÿтлĕх туйман ачашăн тăван амăшĕ те - ют
Синкертен асăрханма майсем пур
Ĕç сыхлавĕн асăрхаттару ĕçĕсене вăхăтра ирттерни инкек-синкеке сирме май парать. Анчах та вĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтерес ыйту тупсăмĕ страховательсене канăçсăрлантарать. Çакна тĕпе хурса Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕн регион уйрăмĕн ертÿçи Галина Николаева вĕсене паянхи кăларăмра уçăмлатма кăмăл турĕ.
- Галина Григорьевна, ĕç сыхлавĕн асăрхаттару мероприятийĕсене ирттермешкĕн социаллă страховани фончĕн укçипе кам усă курма пултарать?