Хÿтлĕх туйман ачашăн тăван амăшĕ те - ют

27 Чÿк, 2015

Тин çуралнă ача... Хÿтлĕхсĕр, аслисен пулăшăвĕсĕр пултарайман пĕчĕк кăна пепке... Анчах çакнашкал пĕчĕкскерĕн те хăйĕн прависем пур. Вăл - хăй çуралнă çĕршывĕн гражданинĕ. Çĕршыв ăна Конституцие тивĕç ирĕкĕсене пурнăçлама кирлĕ майсем туса памалла. Вĕсем мĕнле пурнăçланса пынине вара камăн сăнаса тăмалла-ха? Çакнашкал яваплăха хăйĕн çине илнисенчен пĕри - Ача прависемпе ĕçлекен Уполномоченнăй.

Чăваш Республикинче çакнашкал должноçа çирĕплетнĕренпе вунă çул та çитмен-ха. Виçĕ çул каялла ЧР Ача прависене хÿтĕлекен Уполномоченнăй пулса Вячеслав Викторович РАФИНОВ ĕçлеме пуçларĕ. Раççейре çуллен ирттерекен Амăшĕн кунĕ умĕн пирĕн корреспондент унпа тĕл пулса калаçрĕ. Ачасене тĕрлĕ енчен хÿтĕлесси мĕнлерех йĕркеленсе пынипе пĕрлех çемье институчĕн пĕлтерĕшĕ, тăлăхсен малашлăхĕ, ашшĕ-амăшĕн яваплăхĕ çинчен панă ыйтусене республикăри ачасен «тĕп хÿтĕлевçи» уççăн хуравларĕ.

- Вячеслав Викторович, сирĕн биографин самай сумлă тапхăрĕ медицина тытăмĕнче вăй хунипе çыхăннă. «Сиплев ĕçĕ» специальноçа алла илнĕскер эсир Шупашкар районĕн тĕп больницин тĕп тухтăрĕнче те ĕçленĕ. Медицинăри паха опыт паянхи должноçра та пулăшса пырать-и?

- Пурнăçра кирек мĕнле пĕлÿ те - ытлашши мар. Тухтăр пулни ачасен сывлăх сыхлавĕ тĕлĕшпе тимлĕрех пулма май парать. Çул çитменнисене тĕрлĕ ыйтупа тивĕçтерекен учрежденисенче час-час пулма тÿр килнĕ май унти медицинăпа гигиена тĕлĕшĕнчен требованисем пурнăçланнипе пурнăçланманнине ятарлă специалистсен пулăшăвĕсĕрех лайăх куратăп.

Ачасен прависене пăснă тĕслĕхсенче тĕрĕслĕх шырама саккунсем çине таянмасăр май çук - çавăнпа та ку должноçра тивĕçлĕн ĕçлесе пыма алла илнĕ иккĕмĕш аслă пĕлÿ - юридици пĕлĕвĕ - ытларах пулăшни куçкĕрет.

- Эсир граждансемпе тăтăшах тĕл пулатăр. Ытларах мĕнлерех ыйтусене уçăмлатма пулăшу шыраса пыраççĕ-ха çынсем?

- Çемьеллĕ çитĕннĕ çын пурнăçĕнче сиксе тухнă кирек мĕнле ăнсăртлăх, кил-йышра ача пур-тăк, ăна пырса тиветех. Ашшĕ-амăшĕ хушшинче харкашу тухать-и, аслисем пĕр-пĕрин хушшинче хура кушак каçса кайнă хыççăн пурăнмалли вырăн лаптăкĕ пайлаççĕ-и, патшалăх кÿрекен çăмăллăхпа темле сăлтава пула çемье усă кураймасть-и - кирек хăш тĕслĕхре те шар кураканнисен йышĕнче - ача. Çийĕнчен - сиен кÿресси пурлăхпа кăна мар, психологи тĕлĕшĕнчен аманса юлассипе те çыхăннă. Хăш-пĕр чухне ку е вăл ыйтăва татса пама тăрăшнă май саккун хушнине мар, çынлăх туйăмĕ хистенине мала хума тивет.

- Çакнашкал тĕслĕх Муркаш тăрăхĕнче пулса иртни çинчен çак кунсенче кăна Интернетра вуласа пĕлтĕмĕр. Тĕплĕнрех каласа парсамăр.

- Çамрăк çемье тавра йĕркеленнĕ ку ĕç-пуç. Кил хуçи мăшăрне вăл тăлăх пулнăран патшалăх пурăнмалли кĕтеспе - хваттерпе - тивĕçтернĕ. Тин кăна мар, чылай маларах. Хĕр качча тухнă, ачаллă пулса тăнă. Асăннă районтах мăшăрĕн çуралнă килĕнче унăн амăшĕпе пĕрле пурăннă çамрăк çемье. Уйăрса панă хваттер çывăхĕнче ача сачĕ пулманни чарса тăнă-мĕн хĕрарăма хăйне ятăн кĕтесре тĕпленсе пурăнма. Чăвашсен ăслă каларăш пур: ÿкессе пĕлнĕ-тĕк улăм сарса хурăттăм. Асăннă çемьере кăçал пысăк инкек сиксе тухать: çамрăк хĕрарăм автокатастрофăра вилет. Саккун тăрăх, ăна тивĕçнĕ патшалăх çурт-йĕрĕ йăхпа никама та куçаймасть. Вырăнти влаç органĕсем хваттере каялла тавăрас пирки çывăх çыннисене евитленĕ. Паллах, саккуна пăхăнса тĕрĕсех хăтланаççĕ пек. Анчах амăшĕсĕр юлнă пĕчĕк ачасен шăпи мĕншĕн никама та пăшăрхантармасть?! Саккуна хатĕрлекенсем тăлăхпа инкек сиксе тухма пултарасса, ун пек чухне хваттер-çурт хуçи кам пулма тивĕçлине шута илменнишĕн кам айăплă? Акă, хăçан çынлăх факторĕ çиеле тухма тивĕç. Кун пирки Муркашсемпе çирĕп калаçма тиврĕ. Хваттере трагедие чăтса ирттернĕ çемьерен туртса илмелле мар тесе тĕрлĕ инстанцире ÿкĕте кĕртрĕм пек хальлĕхе - малаллине пурнăç кăтартĕ.

- Тăлăх терĕр те, обществăн çакнашкал статусри çыннисем çинчен тĕплĕнрех калаçар-ха. Çултан çул тăлăхсен йышĕ чакмалли, пурăна-киле ача çурчĕсем çĕршывра пачах çухалмалли çинчен тăтăшах илтетпĕр. Чăннипе лару-тăру паян еплерех?

- Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 3355 тăлăх пурăнать. Маларах çуллен 500 çакнашкал ачана шута илнĕ пулсан пĕлтĕрпе кăçал палăртнă списокра 300-тен ытла пулман. Никамшăн та вăрттăнлăх мар: вĕсенчен ытларăхăшĕ çак статуса ашшĕ-амăшĕ сывă-чĕрĕ çĕртех йышăнать. Анчах ку тĕлĕшпе те лайăх еннелле улшăну пурри савăнтарать - пĕчĕккĕн пулин те социаллă тăлăхсен проценчĕ сахаллансах пырать. Юлашки çулсенче, чăнах та, ача çуртĕнче тăлăхсен йышĕ чакрĕ, ятарлă çакнашкал учрежденисем хăйсем те сахалланчĕç. Пурĕ 3 ача çурчĕ, 4 ятарлă /коррекци/ интернат шкул хупăнчĕ. Тăлăхсене çемьене вырнаçтарассипе çине тăрса ĕçленине çирĕплетет ку. Чăваш Республики - Раççейри ырă тĕслĕх кăтартакан чи ăнăçлă регионсенчен пĕри. 4-5 çул каялла пирĕн тăрăхри тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасен 80 процентне яхăн çемьесенче çитĕнетчĕ, паян вара - 92 процент ытла.

- Эппин, "ют ачасем пулмаççĕ" тенине республика гражданĕсем тÿррĕн ăнланма, хăйсен хÿттине юнпа тăван мар ачана илнине йĕркеллĕ пулăм пекех йышăнма тытăнчĕç темелле-и?

- Çапла. Этемĕн çуралса çитĕнсе çитиччен тем тума та хăнăхмалла-вĕренмелле. Обществăн юрăхлă членĕ пулас тесен - çемьере ÿсмелле. Ачан хăйĕнчен аслисем, ашшĕ-амăшĕ мĕн тунине куллен сăнаса аталанмалла-çке. Çитĕнсен çемье çавăрма та унăн ăшшине ачаран туйни кирлĕ. Аслисем мĕн пĕчĕкрен ăша хывтарнă хаклăхсене кура кăна Çын пулаятпăр эпир. Акă, мĕнре тăлăхсене çемьесене вырнаçтарнин пĕлтерĕшĕ. Амăшĕн кунĕ умĕн манăн çакнашкал çемьесене уйрăммăн тав тăвас килет. Нумай ача илме хăраманнисене - пушшех: Шупашкарти Суворовсене, Улатăрти Володинсене, Шупашкар районĕнчи Степановсене...

- Халĕ ача çуртĕнче те çемье евĕр ушкăнсем йĕркелеççĕ. Çакăн ырă енĕ пурах-и?

- Паллах, пур! Чи малтан кун пек çул çине Пăрачкаври ача çурчĕ тăчĕ. Паянхи кун 18 ача çитĕнет унта, вĕсем 3 ушкăна пайланнă. "Çемьесенче" - тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем. Кашни "çемьен" - уйрăм воспитатель. Ачасем унчченхи пек пĕр столовăйра апат çимеççĕ, кашни ушкăнăн - хăйĕн кухни, унта пĕçереççĕ. Апат хатĕрлес ĕçе ачасем хăйсем те хутшăнаççĕ. Пĕр сăмахпа, тăлăхсем йăлари тĕрлĕ ĕç-пуçа хăнăхса ÿсеççĕ капла.

- Аслисем ăша хывтарнă хаклăхсем çинчен асăнтăр та... Хальхи хăвăрт улшăнса тăракан саманара çитĕнекен ачасен тĕлĕшпе ку енĕпе темшĕн-çке тимлĕх çителĕксĕр пек.

- Сăлтавĕ-и? Эпир ача-пăча чухне чылай кил-йышра виçĕ ăру çынни пурăннă: ачасем, вĕсен ашшĕпе амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ. Халĕ вара?.. Чылай çамрăк мăшăр пĕрлешсен пÿрт-çурт çителĕклĕ таран пысăк пулсан та уйрăммăн пурăнасшăн çунать. Хăйсем тĕллĕн пурнăçа йĕркелесе пыма ăнтăлни аван-ха. Анчах ĕçрен пушанайманскерсен ачи тĕлĕшпе тимлĕх çитсех каймасть. Ватă çын юнашар пулсан вара хăйĕн пурнăçне кура пухăннă ăсне ачана ăша хывтарса пырĕччĕ - ятарласа мар, сисĕнмесĕр, хăйне хăй пулакан йĕркепе. Акă, хамăн асанне лăпкă сассипе, вăрçмасăр каланисем пурнăç тăршшĕпех тĕрлĕ самантра пуçа килеççĕ. Çакă пуль ĕнтĕ вăл - ламран лама куçакан халăх ăс-хакăлĕ.

- Ачасен хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе аслисен мĕнле çитменлĕхĕсене час-часах асăрхатăр?

- Чĕрчунсем хăйсен çурисене, чĕпписене еплерех хÿтĕленине, вĕсемшĕн тунсăхланине ача çулĕсенче кашниех сăнатпăр. Темшĕн-çке хамăр çитĕнсен хăшĕ-пĕри çав ÿкерчĕксене асран кăларать - тăван пепки тĕлĕшпе яваплăха, тимлĕхе çухатать. Хăйне илтменнине, унăн сăмахне пушă калаçу пек йышăннине сиснĕ ача хăйне ку тĕнчере чи телейсĕр чун пек, никама та кирлĕ мар пек туйма пултарать. Уншăн çивĕч те татса парайми пек туйăнакан ыйту ниме тăман вак-тĕвек кăна, тен. Анчах... Аслисем вăхăтра калаçса чунне йăпатманнипе çывăх çыннисенчен те ютшăнма тытăннă ачан шăпи синкерлĕ килсе тухма та пултарать. Ун евĕр усал ан пултăр тесен ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен ачан кăмăл-туйăмĕ тĕлĕшпе сисĕмлĕ пулмалла, паллах.

Чылай чухне ачасен вилĕмĕ чир-чĕрпе мар, çуралнă чухнехи амаксемпе те мар, "тулаш" сăлтавсемпе çыхăнать. Акă иртнĕ çулхи çул-йĕр çинчи инкексенче кăна 16 çула çитмен 6 ача пурнăçĕ татăлнă. Çул çитмен 16-17 çулхи çамрăксем мопед-мотоциклпа çула тухсан шар курнă тĕслĕхсем чылайланчĕç. Пушарта çунса, шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем те çуллен пулаççĕ. Шел, вĕсемсĕр пуçне - аслисем тарăхăвне ниçта шăнăçтараймасăр ача сывлăхне сиенлетнĕ е пепкине вĕлернĕ ирсĕр тĕслĕхсем те. Акă, нумаях пулмасть 27-ри арçын хăйĕн икĕ çулти ачине хĕнесе пĕтернĕ, кайран ăна... пăвса вĕлернĕ. Йĕрке хуралçисем ÿсĕр арçын мĕншĕн çав тери тискерленни çинчен ыйтнă та - лешĕ пепки хăйĕн теттисене пуçтарманшăн кăмăлсăрланни çинчен пĕлтернĕ.

- Паллах, ку ыйтупа калаçмалли - темĕн чухлех. Чĕрчунсене ăнсăртран аса илмерĕр - вĕсенчен тĕслĕх илмелли пурах пирĕн: хĕрхенÿ, сисĕмлĕх, тимлĕх енĕпе. Çÿлерех асăннă йышши е урăх инкек-синкеке сирес тĕллевпе районсемпе хуласене профилактика мероприятийĕсем ирттересси мĕнле пырать?

- Çулленех республикăри кашни районта пулатăп, граждансене тĕрлĕ ыйтупа йышăнатăп. Шкулсенче, шкул ÿсĕмне çитмен ачасен организацийĕсенче, медицина учрежденийĕсенче ачасене пырса тивекен ыйтусене сÿтсе яватпăр. Çакă кăмăллă: вĕренÿ учрежденийĕсем хăрушсăрлăхпа çыхăннă мероприятисене Ача прависемпе ĕçлекен Уполномоченнăя йыхравласси йăлана кĕрсе пырать.

- Ĕçре тĕрлĕ органсен представителĕсемпе çыхăнса ĕçлеме тивет, хушăран хивре калаçусем те пуçарма тивет пулĕ? Пĕр чĕлхе тупма йывăр-и?

- Правăна сыхлакан тата суд органĕсемпе, республика ертÿлĕхĕпе, вырăнти влаçпа килĕшсе татса памалли ыйтусем тăтăшах пулаççĕ. Пĕрлехи ĕç пирки эпир килĕшÿ алă пуснă. Çавна тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Ача ирĕкĕсене хÿтĕленĕ май тĕрлĕ тытăм çыннисемпе тĕл пулма тивет, паллах.. Хушăран кăткăслăхсем пулаççĕ, çапах та чылай чухне ыйтăва хам хÿтĕлекен граждансен майлă татса пама май килет.

- Амăшĕн кунĕ çывхарнă май хăвăра пурнăç парнеленĕ чи çывăх çыннăр пирки мĕн калама пултаратăр?

- Хĕрарăма этемлĕхĕн черчен çуррин представителĕ теççĕ те - чăваш хĕрарăмĕ пек вăйлă çынсем тĕнчере те сахал-тăр. Аннем, вĕрентекен профессине чунтан парăнса ĕçленĕскер, килти хуçалăха çирĕп тытса пыма та, ачисене тĕрĕс-тĕкел пăхма та мехел çитернĕ-çке! Эпĕ тухтăр профессине суйлани те - аннен витĕмĕ. Халăх хисеплекен ĕçре вăй хутăр тени мар-и! Анне чĕри - чи сисĕмли. Тайма пуç ăна пурнăçра тĕрĕс çул кăтартнăшăн, çунат парса çитĕнтернĕшĕн. Çулсем иртнĕçемĕн, хальхи должноçра ĕçленĕ май пушшех те, пурнăçăмри аннен пĕлтерĕшне ытларах та ытларах ăнланса пыратăп. Хамăн йăнăшсене курма та аннен вирлĕ воспитанийĕ пулăшать.

Ирина ПУШКИНА

калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.