Николай НИКОЛАЕВ: Ăнăçлă ĕçлесси командăран килет
«Ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен, тухтăр тивĕçĕ çавăн пек», – тесе шухăшлать вăл. Шаннă ĕçе чунтан пурнăçламалла тесе калать. Тата вăл çынна хисеплемеллине палăртать. Сăмахăмăр – Федерацин травматологи, ортопеди, эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев пирки. Николай Станиславовичăн тивĕçĕ тухтăр пулнипех вĕçленмест. Николай Николаев – «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕн секретарĕн заместителĕ, парти ертÿçин Дмитрий Медведевăн Чăваш Енри йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ. Кунсăр пуçне вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пулас тухтăрсене вĕрентет. Канăçсăр режимпа пурăнма хăнăхнăскер «ĕçĕм ытла нумай» тесе пĕртте каламасть. Çĕнĕ çул умĕнхи калаçура Николай Николаевпа тĕрлĕ ыйтăва хускатрăмăр.
– Николай Станиславович, раштав уйăхĕ – хыçа юлса пыракан çулталăка пĕтĕмлетмелли вăхăт. 2019 çул еплерех килчĕ?
– Çулталăк япăх пулмарĕ. Хамăр центра илсен, лартнă тĕллевсене пурнăçларăмăр. Медицина оборудованине, техникăна çĕнетрĕмĕр, электрон регистратура ĕçлеттерсе ятăмăр, унчченхинчен те кăткăсрах операцисем ирттерме хăнăхрăмăр, сипленĕ пациентсен йышĕпе те плана тултартăмăр. Центрăн хушма корпусне тăвассине РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствинче ырланă май укçа уйăрма йышăнчĕç. Строительствăна çитес çулхи нарăс уйăхĕнче пуçласса шанатăп.
Партин регионти уйрăмĕн ĕçне илсен, ăна Мускавра пысăк хак пачĕç. Çĕршывăн мĕн пур суб±ектĕнчи уйрăмсемпе танлаштарсан эпир – çиччĕмĕш вырăнта. Рейтинга тĕрлĕ кăтартăва тĕпе хурса хатĕрленĕ: суйлава хутшăннине, парти наци проекчĕсемпе куратор пулнă май вĕсене епле пурнăçланине, партин регионти йышăну пÿлĕмне пынисен ыйтăвне татса пама пулăшнине, парти членĕсен хастарлăхне кура.
– Эсир хăй вăхăтĕнче политикăна хутшăнас, ку партие суйласа илес тени мĕнпе çыхăннă?
– Чăваш Ен Патшалăх Канашĕнче тĕп ĕçрен пăрăнса ĕçлеместĕп эпĕ. Çавăнпа та мана политикăри çын тесе калани тĕрĕсех-ши?.. 2011 çулта ЧР Патшалăх Канашне пĕрремĕш хут суйланичченех, 2003 çултанпах, эпĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕ пулнă. Унăн йышне Мускавра аспирантурăра вĕреннĕ чухне кĕнĕ. Çын хистенипе е ыйтнипе мар. Хам кăмăлпа. Ун чухне политика пирки шухăшламан. Лайăх тухтăр пулас килетчĕ. Яваплăха хăй çине илекен, шантарнине пурнăçлакан политика вăйĕ çĕршывра кирлине çапах та ăнланнă.
2011 çул – йывăр çулччĕ. Партие шанманнисем йышлăччĕ. Халăхăн татса паман ыйтăвĕ нумайччĕ. Шăпах çавăн чухне хуласенче картишсене хăтлăх кĕртессипе, шкулсене юсассипе, ача сачĕсене тăвассипе çине тăма пуçланăччĕ. Тепĕр майлă каласан, социаллă сферăна укçа самай уйăрма тытăннăччĕ. Хамăн Приволжски пĕр мандатлă 20-мĕш суйлав округне /Шупашкарти Мускав районĕ/\илсен, «Волжский-3» микрорайонта пысăк шкул, Йăлăмра ача сачĕ хута кайрĕç. Атăл леш енче урамсене илемлетнĕ, çав шутра урамра çутă хунарĕсем вырнаçтарнă. Йăлăмра пурăнакансене газ кĕртесси тахçанах хумхантарать. Килес çул çак енĕпе те вĕçне тухса пĕтессе шанатпăр.
Халăхăн мĕн пур ыйтăвне самантра татма май çук, мĕншĕн тесен вăл укçа-тенкĕпе çыхăннă. Суйлава хутшăннă чух ума лартнă калăпăшлă ĕçсене çапах та пурнăçлатпăр.
– «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕн секретарĕн заместителĕ, парти ертÿçин Дмитрий Медведевăн Чăваш Енри йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи пулнă май мĕнле ыйтупа ĕçлеме тивет?
– Манăн тĕп тĕллев – çынсене йышăнасси. Эпир Шупашкарта кăна мар, районсемпе хуласене уйăхсерен тухса çÿретпĕр. Муниципалитет шайĕнче сиксе тухакан йывăрлăха чылай чухне тĕрлĕ ведомствăпа пĕрле татма тивет. Маларах халăх пăшăрханăвĕ вĕренÿпе, сывлăх сыхлавĕпе çыхăннăччĕ, халĕ урамсене илем кĕртес, çăмăллăхпа усă курас ыйтусем сиксе тухаççĕ.
«Пуçаруллă бюджет» программăна халăх кăмăлласа йышăнчĕ. Тăван ял-хулана хăтлăх кĕртме килес çул бюджетран 1,5 миллиард тенкĕ уйăрма йышăнчĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Инвалид ачаллă çемьесене транспорт налукĕнчен хăтарас ыйтăва йышăнăва пынă пĕр арçын хускатнăччĕ. Сусăр ача ашшĕн пăшăрханăвне каярах депутатсемпе тата республикăн Финанс министерствипе тишкертĕмĕр. Сусăр ачаллисене налук çăмăллăхĕ парассине Чăваш Ен ертÿçи Михаил Игнатьев ырласа йышăнчĕ.
– Эсир – партин «Сывă пуласлăх» проекчĕн кураторĕ. Ун çинчен кĕскен каласа кăтартсамăр.
– Медицина пулăшăвĕ çынсемшĕн меллĕ тата паха пулмалла. Сывлăх сыхлавĕ общество аталанăвне тÿррĕнех палăртать. Темиçе çул каялла республикăра ФАПсем тума пуçларăмăр. Каллех – çынсем ыйтнипе. Ялсенче кивĕ тухтăр çурчĕсем нумайччĕ. Халĕ тата район центрĕсемпе хуласенче поликлиникăсем çĕнелеççĕ е çĕнĕрен çĕкленеççĕ. Ун валли Мускавран укçа нумай килет, республика бюджетĕнчен те самай уйăрнă. Малашне больницăсен картишĕсем таранах илемлетмелле. Хăтлă çĕрте çын хăйне лайăх туять. Епле туйни сывлăха витĕм кÿрет.
Тепĕр тĕллев – сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тухтăрсемпе тивĕçтересси. Паян пирĕн республикăра 450-а яхăн врач çитмест. Çивĕч çак ыйтăва студентсене тĕллевлĕ вĕрентсе кăлармасăр татаймăн. Медицина факультечĕсенчи бюджет вырăнĕсене халĕ шăпах çавăн пек мелпе чылай çамрăка йышăнаççĕ те.
Кадрсене пĕр кунра туптаймăн. Тĕллевлĕ ĕçлесен, тухтăрсем çитменнине тепĕр виçĕ çултан татса пама май килĕ.
– Тухтăр çурчĕсем çĕнелни, çĕнĕ оборудовани туянни аван-ха. Çав вăхăтрах çынна сăмахпа та сиплеме пулать тенине тухтăрсене хытарсах каламалла мар-ши?..
– Хушса каланин тухăçлăхĕ 10- 15 процентран ытла мар. Врачпа пациент пĕр шухăшлă пулмалла. Тухтăрсем çитменрен вĕсене йывăр тивет. Чирлĕ çынна хĕрхенме студент чухнех вĕрентмелле. Эпир пурте – çынах. Кирек епле вырăн йышăнсан та çынна хисеплемелле. Шурă халатлисен çакна манма юрамасть.
– Парти проекчĕсенчен пĕри – «Халăх тĕрĕслевĕ».
– Çапла, депутатсем çав енĕпе те хастар ĕçлеççĕ. Ик айкки те тăвайкки пулмалла мар. Çитменлĕхе курсан асăрхаттармалла.
– Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе килес çул 75 çул çитет. Вăрçа хутшăннисене патшалăх хваттерпе те тивĕçтерчĕ, машинăпа та. Вăрçă ачисем (кунта эпĕ ашшĕсене вăрçăра çухатнисем пирки калатăп) ытла та пăшăрханаççĕ… Вĕсене хавхалантарма республика, çитменнине, дотациллĕ регионсен, шайĕнче укçа çуккине ăнланатăп. Тен, ытти регионти депутатсемпе пĕр шухăшлă пулса Мускава, РФ Патшалăх Думине, сĕнÿпе тухмалла?
– Вăрçă ачисен чунне ыраттаракан çак ыйтăва час-часах хускатаççĕ. Ун пек сĕнĕве эпир Чăваш Енĕн пиллĕкмĕш суйлаври депутачĕсемпе Мускав валли хатĕрленĕччĕ. Анчах федераци шайĕнче çак ыйтăва татма хальлĕхе май килмерĕ-ха…
– Сирĕн пата çынсем уйрăм ыйтупа та, ыттисемшĕн пĕлтерĕшлисемпе те пыраççĕ. Хăшĕсемпе ĕçлеме кăмăллăрах?
– Маншăн пур ыйту та пĕлтерĕшлĕ. Уйрăмлăхĕ – мĕн чухлĕ вăхăтра тата епле пулăшнинче. Эпĕ тухтăр пулнăран йышăнăва пыракансем те пур. Хамăр шайра татса памаллисене çийĕнчех уçăмлатма май килет пулсан, хăш-пĕр ыйтупа республика, федераци тытăмĕсене ыйтса çырма, çынна пăшăрхантаракан ыйтăва унтисем епле татса панине сăнаса тăма тивет.
Астăватăр-и: ялта 30 çул ытла ĕçленисене пенси хушса пама йышăнсан хăшĕсем çав йыша лекменнишĕн пăшăрханчĕç. Эпир РФ Ĕçлев министерствине, РФ Пенси фондне сĕнÿсемпе çитрĕмĕр. Ялта ĕçленисен списокне анлăлатма май килчĕ-килчех.
– Ĕç графикĕ ытла та канăçсăрри пĕртте пăшăрхантармасть-и? Капашсăр хăвăртлăхпа пурăнма йывăр мар-и?
– Ăнăçлă ĕçлесси командăран килет. Пĕр çынран мар. Йышра пĕр шухăшлисем пулсан, ертÿçе ăнлансан, специалистсем хăйсен тĕп тĕллевне мала хурсан ĕç кал-кал каять. Мана вăл енчен çăмăл. Общество йышăнăвĕн пÿлĕмĕнче те, кунта та профессионалсем тăрăшаççĕ. Вĕсене пурне те тав тăватăп.
– Командăна укçан хавхалантарни витĕмлĕрех-ши е ăшă сăмах-и?
– Пысăк шалу илнине те çын хăнăхать. Çын хăйне хисепленине туйни пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та укçапа çеç илĕртейместĕн. Професси уявĕсенче тĕрлĕ Хисеп хучĕпе, Тав çырăвĕпе хавхалантарма тăрăшатпăр-ха. Çапах та пирĕн командăри специалистсем хăйсен тивĕçне таса чунпа пурнăçламаллине ăнланса талпăнаççĕ. Вĕсем çынсем хăйсенчен йывăр чухне пулăшу ыйтнине пĕлеççĕ. Чирлисемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Пирĕн центра лекес тесе вĕсен хăйсем патĕнчи больницăсене хутлама, çулталăк çурăшар-икшер çул черет тăма тивет. Чылай чухне чир шала кайнă.
– Темиçе çул каялла эсир кашни кун 1-2 операци тунине пĕлтернĕччĕ. Тĕп врач – ĕçе йĕркелекен тата хуçалăх çынни кăна мар, вăл чи малтанах тухтăр тесе каланăччĕ. Шухăшăр улшăнмарĕ-и?
– Паян та çаплах шухăшлатăп. Çулталăкне 200-е яхăн операци тăватăп. Унсăр пуçне ăсталăх се-хечĕсене хутшăнатăп. Вĕренекен пулса та, вĕрентекен пулса та. Тухтăрăн пĕлĕве ялан аталантармалла. Хирурги науки пĕр вырăнта тăмасть. Техника та, технологи те йăлт ылмашать. Пĕрре вĕреннипе лпланса ларма çук. Пирĕн тухтăрсем çавна май тĕрлĕ хулари конференцисене хутшăнаççĕ, хамăр пата та ют çĕршыври специалистсем таранах килсе çÿреççĕ.
БЛИЦ
– Кашни ертÿçĕн йывăрлăха çĕнме тивет. Ăна епле йышăнмалла?
– Лăпкă пулмалла. Пуçа ялан ĕçлеттермелле. Вара кирек епле ыйтăва та татса пама пулать.
– Мĕнпе мăнаçланатăр?
– Таса уйра хăй вăхăтĕнче федераци шайĕнчи центра хута янипе. Ку вăл – манăн çеç мар, пĕтĕм команда тăрăшăвĕ. Ĕç пахалăхĕпе пĕлтĕр пирĕн центр çĕршыври ытти çавăн пек учрежденисен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
– Йăнăшасси сирĕн пулнă-и?
– Паллах, пулнă. Хамăн йăнăша эпĕ яланах йышăнатăп. Чи кирли – вăраха ямасăр, вăхăтра тÿрлетни.
– Хăвăра камшăн тĕслĕх тенĕ пулăттăр?
– Капла калаймастăп. Эпир пурте пĕрлехи ĕç тăватпăр, тивĕçе пурин те 100 проценчĕпе пурнăçламалла.
– Ертÿçĕн ĕçĕнче чи кăткăсси мĕн?
– Çураçу тупасси. Вăл е ку йышăну пĕрне килĕшсе теприне тивĕçтермессе пултарать. Çав вăхăтрах пирĕн начар ĕçлеме юрамасть.
– Ăнăçу валли мĕнле пахалăх кирлĕ?
– Çирĕп дисциплина, тÿрĕ чунлăх, принциплăх, пĕрне-пĕри пулăшаслăх, шÿтлĕх туйăмĕ.
– Ĕçтешсен юратăвне мĕнле çĕнсе илмелле?
– Ун пирки нихăçан та шухăшламан. Ăна мĕншĕн çĕнсе илмелле? /кулать. – Авт./ Ним те çĕнсе илме тăрăшмалла мар. Коллектив мĕншĕн ĕçленине ăнланать пулсан, эпир тĕрĕс талпăннине пĕлтерет. Эпĕ санитаркăсемпе урам шăлса тирпейлекенсене те тăрăшулăхшăн ялан тав тăватăп. Хăтлă центра тухăçлă ĕçлеттернинче кашнин тÿпи пур.
– Пуçлăхăн нихăçан та мĕн тума юрамасть?
– Пĕрле ĕçлекене мĕскĕнлетме. Чи-чи çывăххисем ытлашши сăмаха, тен, ăнланĕç те. Анчах пысăк йышра шухăшласа калаçмалла.
– Çемйĕр сирĕн ĕç графикне мĕнле йышăнать?
– Йĕркеллех. Пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ пурăнатпăр /кулать. – Авт./\ Канмалли кунсене пĕрле ирт-терессине эпир тахçанах йăлана кĕртнĕ. Эрне варринче кашнин хăйĕн тивĕçĕ: кам – ĕçре, виçĕ ачаран хăшĕ – шкулта, хăшĕ – садикре. Канмалли кун атте-анне патне яла каятпăр, çут çанталăка тухса кĕретпĕр.
– Чун киленĕçĕ пур-и?
– Хĕлле пулă тытма юрататăп. Тепĕр чухне туссемпе сунара каятăп. Маларах вĕлле хурчĕ ĕрчететтĕм, халĕ вăхăт çитсе пыманнине кура ку яваплăх шăллăм çине ытларах тиенчĕ.
Кĕнеке вулама юрататăп. Наука ĕçĕсене те, илемлĕ литература та. Шкулта вĕреннĕ чухне Вальтер Скотт, Иван Тургенев, Лев Толстой, Алексей Толстой çырнисем килĕшетчĕç. Халĕ паянхи публицистикăна тата илемлĕ литературăна кăмăллатăп. Пĕр кĕнекене темиçе хут тытмастăп эпĕ. Çĕнĕрен çĕннине шĕкĕлчеме килĕшет. Çĕнĕ çулта вулама палăртнă икĕ кĕнеке пур-ха ман. Пĕри – «Радиочастотная денервация и лечение вертеброгенного болевого синдрома» наука кĕнеки, тепри – юлташăм парнеленĕ «Бережливые инновации».
Вера ЭВЕРККИ калаçнă. Федерацин травматологи, ортопеди, эндопротезировани центрĕн архивĕнчи сăн ӳкерчěк.