Комментари хушас

7 Çу, 2014

Юрă-ташăра та, кĕрешÿре те ăста

Н.Петрова Уçырма вăтам шкулĕн пĕрремĕш класне çÿреме пуçласанах вĕрентекен пулас ĕмĕтпе авăрланнă. Татьяна Моисеевна Кузнецова мĕнле калаçни, вулани, хăйне тыткалани пĕчĕк Наташăна çав тери килĕшнĕ, хăйĕн те ун пекех пултаруллă пулас, уроксене интереслĕ ирттерес килнĕ. Ÿсерехпе çутă ĕмĕт çирĕпленсе, вăй илсе пынă. 9-мĕш класа çитсен çакăн çинчен ашшĕ-амăшне пĕлтернĕ. Вĕсем вара юратнă тĕпренчĕкĕн аллинче юрист дипломне курма ĕмĕтленнĕ. Наташа пулас профессийĕ çинчен чĕререн тухакан сăмахсемпе ăнлантарни Александр Валерьяновичпа Венера Кирилловнăн шухăшĕсене улăштарма хистенĕ, хĕрĕн кăмăлне хуçас темен вĕсем. Саккăрмĕш класра ăс пухакан ывăлĕ Гриша та аппăшĕ майлă пулнă.

Çапла хĕр Канашри педагогика колледжĕн шкул уйрăмĕн студенчĕ пулса тăнă. Шкулта лайăх вĕренни ăна кунта та пулăшать: пур предметпа та «5» тата «4» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Халĕ вăл - иккĕмĕш курсра. Ушкăнра вĕренекенсем ăна культурăпа ÿнер комитечĕн председательне суйланă. Вăл пуçарнă мероприятисем интереслĕ те усăллă иртеççĕ. Нумаях пулмасть Наташăна заведенири студентсен хăй тытăмлăх управленийĕн штаб председателĕн çумне суйларĕç.

Наташа спортпа туслă. Виççĕмĕш класранпах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çÿрет. Н.Ф.Спиридонов тренер, халĕ - Шăхасанти «Импульс» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ, хĕр ачан кĕрешес туртăмне малалла аталантарнă. Н.Петрова тĕрлĕ ăмăртупа турнирта 17 медале тивĕçнĕ. Вĕсенчен чи хакли – федерацин Атăлçи округĕ Оренбург хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе ирттернĕ ăмăртура çĕнсе илнĕ «бронза». Районти ăмăртусенче арçын ачасемпе те кĕрешме тивнĕ, чылайăшне Уçырма хĕрĕ вĕлт кăна çавăрса çапнă. Унăн çитĕнĕвĕсемшĕн уйрăмах ашшĕ хĕпĕртенĕ.

Наташа ташлама-юрлама та ухата. Сăвă калама ăста. Нумаях пулмасть Шупашкарта Чăваш наци библиотекинче паллă сăвăç Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 106 çул çитнине халалласа «Çак юрра эп ахаль мар юрларăм...» фестиваль иртрĕ. Колледж преподавателĕ О.Васильева ертсе пыракан «Хунав» литература клубĕн членĕсем И.Киселев, М.Алексеева тата Н.Петрова поэтăн тата унăн мăшăрĕн çырăвĕсенчен йĕркеленĕ инсценировка кăтартрĕç. Канаш студенчĕсене Митта Ваçлей фончĕн дипломĕсемпе чысларĕç, библиотека валли сăн ÿкерчĕç.

- Эпир вулани итлесе ларакансен чунĕсене хускатрĕ, хăшĕ-пĕрин пичĕ тăрăх куççуль юхса анчĕ. Хамăн та чун хурланчĕ, - терĕ Наташа.

Хулари культура керменĕнче çамрăксен театрне йĕркеленĕ. Унăн режиссерĕ - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Яшманова. Сцена çине тухакан артистсен йышĕнче Н.Петрова та пур. Çакă ăна çынсен умĕнче хăйне тытма вĕрентет, калаçас ăсталăха аталантарать, хăюллă та çирĕп кăмăллă пулма пулăшать. Пултаруллă хĕр спектакльсенчи тĕп сăнарсене калăплать.

Наташа педколледж дипломне илнĕ хыççăн пĕлĕвне аслă вĕренÿ заведенийĕнче ÿстерес шухăшлă. Ăçта каяссине хальлĕхе вăрттăнлăхра тытать. Кирек ăçта пулсан та - ăнăçу кĕттĕр.

 

Канаш районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.