Виталий АЧЧА
Амăшĕ юрланине каçса кайса итленĕ
Ростов, Крым, Сталинград, Литва - унăн вăрçă маршручĕ
Арçынсен хушшинче 100 çула çывхаракана сайра тĕл пулатăн. Пушарпуç ялĕнчи Степан Потапович Потапов 1915 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Унăн кăкăрне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, «Паттăрлăхшăн», «Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсем илем кÿреççĕ. Темиçе хутчен СССР Верховнăй главнокомандующийĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть тата икĕ награда хушăнчĕ.
Улаха пуçтарăнсан...
Канашри таврапĕлÿ музейĕ Шăхасан ял тăрăхĕнче 2010 çулта йĕркеленнĕ хĕрарăмсен «Хозяюшка» клубĕпе тачă çыхăну тытать. Унăн йышĕнче - тĕрлĕ профессиллĕ 15-20 çын. Вĕсене вырăнти культура çурчĕн методисчĕ И.Петрова ертсе пырать.
Клуб членĕсем тăтăшах улаха пуçтарăнса çыхаççĕ, тĕрлеççĕ, юрлаççĕ, çĕршыври, республикăри тата районти çĕнĕ хыпарсене сÿтсе яваççĕ, хăйсен пурнăçĕнчи çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартаççĕ.
Музейра «Хĕрарăм алли тунă хайлавсем» курав йĕркеленĕ. Кунта - тĕрленĕ картинăсем, çыхнă кĕпе-тумтир, чăлха-алсиш, çемçе теттесем тата ытти те.