Комментари хушас

10 Пуш, 2015

Улаха пуçтарăнсан...

Канашри таврапĕлÿ музейĕ Шăхасан ял тăрăхĕнче 2010 çулта йĕркеленнĕ хĕрарăмсен «Хозяюшка» клубĕпе тачă çыхăну тытать. Унăн йышĕнче - тĕрлĕ профессиллĕ 15-20 çын. Вĕсене вырăнти культура çурчĕн методисчĕ И.Петрова ертсе пырать.

Клуб членĕсем тăтăшах улаха пуçтарăнса çыхаççĕ, тĕрлеççĕ, юрлаççĕ, çĕршыври, республикăри тата районти çĕнĕ хыпарсене сÿтсе яваççĕ, хăйсен пурнăçĕнчи çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартаççĕ.

Музейра «Хĕрарăм алли тунă хайлавсем» курав йĕркеленĕ. Кунта - тĕрленĕ картинăсем, çыхнă кĕпе-тумтир, чăлха-алсиш, çемçе теттесем тата ытти те.

Курава ал ĕçĕсем тăратнисенчен пĕри - Энтриялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шăхасанта пурăнакан Раиса Васильева. Вăл Канашри медицина училищинче сестрана вĕреннĕ, район больницин инфекци уйрăмĕнче ĕçлет. Пушă вăхăтра пултарулăх ĕçĕн ытамне кĕрсе ÿкет. Тĕрлеме-çыхма амăшĕнчен вĕреннĕ.

- Тĕрлесси - маншăн киленÿ, кашни хайлав - иксĕлми хĕпĕртÿ. Вĕсенче эпĕ çутçанталăка, чĕрчунсене, кайăксене, курăк-йывăçа, çĕр çинчи мĕнпур хитре япалана чĕререн юратни сăнланнă, - тет Раиса Петровна хăйĕн ĕçĕсем çинчен сăмах пуçарсан.

Г.Фадеева çыхма юратать, хĕрарăмсем валли чăваш тумĕ çĕлет, тухьяпа хушпу ăсталать. В.Ильина çемçе теттесем тума маçтăр, В.Иванова ал ĕçĕсенче чĕрчунсене, çынсене, çутçанталăка сăнлать, Н.Никитина - чĕнтĕр ăсти.

«Эпир Анне ятлă хĕрарăма ĕмĕр мухтатпăр» ятлă пысăк стенда Сиккассинче 92 çул пурăнакан З.Яковлевăна халалланă. Куравра унăн япалисемпе, докуменчĕсемпе, çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕкĕсемпе паллашма пулать. Вăрăм пурнăçĕнче чылай йывăрлăха чăтса ирттерме тивнĕ унăн. Ашшĕ-амăшĕ çирĕп хуçалăх тытнă. Зоя ултă çул тултарсан ашшĕне кулак тесе пурлăхне туртса илнĕ, кĕвĕç чунлисем кил-çуртне вут тĕртнĕ. Ашшĕне Александр Суранова 1938 çулта халăх тăшманĕ тесе персе вĕлернĕ.

1949 çулта З.Суранова Сиккасси çамрăкне Николай Яковлева качча тухнă. Мăшăр тăватă ывăлпа икĕ хĕр ÿстернĕ. Пурте аслă пĕлÿ илнĕ, çемье çавăрнă, ача-пăчаллă. Суйкка кинемейĕн мăшăрĕ Николай Романович чукун çул çинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Пурнăçран 1994 çулта уйрăлса кайнă.

Зоя Александровна колхозра 71 çула çитиччен вăй хунă. Тантăшĕсемпе пĕрле çĕрулми, выльăх кăшманĕ ÿстернĕ, тĕштырă пухса кĕртнĕ, утă çулнă. Канаш элеваторне вăкăрпа тырă турттарнă, вăрçă вăхăтĕнче Тăвай районĕнче окоп чавнă.

Виталий АЧЧА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.