Ростов, Крым, Сталинград, Литва - унăн вăрçă маршручĕ
Арçынсен хушшинче 100 çула çывхаракана сайра тĕл пулатăн. Пушарпуç ялĕнчи Степан Потапович Потапов 1915 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Унăн кăкăрне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, «Паттăрлăхшăн», «Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсем илем кÿреççĕ. Темиçе хутчен СССР Верховнăй главнокомандующийĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть тата икĕ награда хушăнчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тата республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов хисеплĕ ветерана Раççей Президенчĕн В.Путин ячĕпе «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 70 çул тултарни» медальпе наградăларĕç, Беларуç Республикин Президенчĕ А.Лукашенко Беларуçа нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитнине халалланă медале тата Беларуç Республикин кунĕ ячĕпе саламласа янă виç кĕтеслĕ çырăва пачĕç.
Эрех-сăрапа иртĕхмен, пирус туртса ăш-чикне наркăмăшламан. Сергей Потапович 1937-1940 çулсенче çар хĕсметĕнче Минск хулинче тăнă. Салтакран таврăнсан «Большевик» колхозра ĕçленĕ.
1941 çулхи октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче каллех çар тумĕ тăхăннă. Ăна гварди миномет чаçĕн оперативлă подразделенине янă, аслă радиста лартнă. Ростов облаçĕнчи Миллерево хулинче чаç тăшман ункине лекнĕ. Çичĕ кун çапăçса, пысăк çухату тÿссе хамăрăннисем патне тухнă. Крым çурутравĕнче вырнаçнă Джанкой хулине - халăхра ăна «çурутрав хапхи» тенĕ - çитнĕ. Малалли çул Сталинграда выртнă. 1942 çулхи ноябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче пирĕн çарсем наступленине куçнă. «Çак хулашăн пынă хаяр çапăçусем асăмран тухмаççĕ, йĕри-тавра вут-çулăм алхасать. Атăл шывĕ çине пушар çутисем ÿкеççĕ, вырăн-вырăнпа юнпа хĕрелнĕ», - аса илет Степан Потапович.
Пушарпуç арĕ Одесса, Николаев, Севастополь, Армянскино, Перескоп, Керчь, Феодосия, Киев хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Пĕр çапăçура аманнă. Суранĕ çăмăл пулнипе госпитале кайма килĕшмен. Çĕнтерĕве Литвара кĕтсе илнĕ. Тăван яла Япони самурайĕсене çапса аркатнă хыççăн 1945 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче таврăннă.
Вара колхозра счетоводра, ферма заведующийĕнче ĕçленĕ, уй-хир бригадине ертсе пынă. 1958 çулта ăна 2 метр çÿллĕш кукуруза çитĕнтернĕшĕн Пĕтĕм Союзри ялхуçалăх çитĕнĕвĕсен куравне янă. Унтан курава хутшăннине ĕнентерекен хутпа таврăннă.
Сергей Потаповичпа Перасковья Лукинична 8 ача çуратса ура çине тăратнă. Халĕ ăна Мария ятлă хĕрĕ пăхса пурăнать. Вăрçă ветеранĕн йăхне 9 мăнукĕ тата 15 кĕçĕн мăнукĕ малалла тăсаççĕ.
Виталий АЧЧА.
Канаш районĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас