Вĕренет те, вĕрентет те
Ольга Гаврилова Карăклă вăтам шкулне кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернĕ. Спортпа туслă, пушă вăхăта ытларах спорт площадкинче ирттерет.
Уйрăмах хăвăрт утассине килĕштерет. Ку енĕпе районти ăмăртусенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă. Алла аттестат илсен Ольга И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн дизайнпа компьютер технологийĕсен факультетĕнчи студентсен йышне кĕрет. Пилĕк çултан тăван тăрăха специалист дипломĕпе таврăнать.
Ольга шкулта ăс пухнă чухнех учитель ĕçне килĕштернĕ. Çак ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе хĕр республикăн вĕрентÿ институтĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçе пĕр çулталăк хăнăхать. Пĕлтĕр вара И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлĕвне куçăн мар майпа тарăнлатма пуçларĕ. Çав хушăрах Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнче ачасене историе, общество тытăмне вĕрентет.
- Хамăн учителе Маргарита Михайловна Герасимовăна аса илмен кун çук та пулĕ. Урок планне çырнă чухне унăн ĕçĕнчи хăш-пĕр меслетпе усă курма тăрăшатăп. Шăнкăравласа канашсем ыйтатăп, кашнинче тивĕçлĕ хурав илтетĕп. Унăн сĕнĕвĕсем урока ăнăçлă та интереслĕ ирттерме пулăшаççĕ, - тет Ольга Петровна.
Йывăрлăхсене çĕнтермешкĕн ачасене пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас енĕпе пуян опыт пухнă ĕçтешĕсем те пулăшаççĕ.
Виталий АЧЧА.
Канаш районĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас