Виталий АЧЧА

10 Нарăс, 2015

Ачасене юратни çитĕнÿ кÿрет

Ираида Виноградовăн тăван ялĕ - Вырăскас Пикших. Пилĕк ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ вăл. Мĕн пĕчĕкрен нимĕнле ĕçрен те ютшăнман. Аппăшĕпе тата пиччĕшĕпе пĕрле танах хушнине пурнăçлама тăрăшнă. Ÿсерехпе хăй те шăллĕпе йăмăкне явăçтарса вĕрентсе пынă.

14 Кăрлач, 2015

Ашшĕн тăван тăрăхне килĕштернĕ

Республикăри 15 çамрăка çар хĕсметне Мускаври Кремлĕн комендатурине ăсатма пынисен хушшинче камуфляж тум тăхăннă çамрăк çын куç тĕлне пулчĕ. Кăкăрĕ çинче - çар наградисем. Паттăрлăх орденне асăрхасан шалти туйăм тÿрех унпа паллашма хистерĕ.

Денис Антонов Мускавра çуралнă. Воронеж облаçĕнчи Грибановка районĕнчи Чичерино поселокĕнче ÿснĕ, унтанах çар ретне тăнă. Малалла вулас...

30 Раштав, 2014

Ентешĕмĕре Мускавра та пĕлеççĕ

Мускавăн «Раççей офицерĕсем» премине савăнăçлă лару-тăрура панă. Ытти çулти пекех мероприятие кăçал та Хĕç-пăшаллă Вăйсен культура центрĕнче ирттернĕ.

21 Çурла, 2014

Çамрăксене пил пачĕç

Изумруд туя пĕрле пурăнма пуçланăранпа 55 çул çитсен паллă тăваççĕ. Ăна кĕтсе илме хĕрÿ юрату, чăтăмлăх, ăнланулăх, тимлĕх кирлĕ. Çак сăмахсене Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче пурăнакан Михаил Матвеевичпа Нина Константиновна Матвеевсем пиркиех каланăн туйăнать. Вĕсен кун-çулне тишкерсен чăннипех те çапла иккенне тĕшмĕртетĕн.

Pages