Ырă ят мулран та пахарах
Редакцине Катек ялĕнче пурăнакан Михаил Кузьмин кĕрсе тухрĕ. Ачча тăрăхĕнчи çынпа курнăçнăран-ши е хам та вăл енчи пулнипе-ши, кăмăлăм çĕкленчĕ. Кĕçех калаçу çăмхине сÿтме тытăнтăмăр.
Ачалăхĕ Вăрнар районĕнчи Кайри Тукай ялĕнче иртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ колхозра вăй хунă. Мишша виçĕ çула кайсан хăйне пурнăç парнеленĕ хĕрарăм йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Аккăшĕ Наçтуç, ултă çул аслăскер, пĕчĕк ачан амăшĕ вырăннех пулнă. Мишша Çĕрпел ялĕнче çичĕ класс пĕтернĕ. Малалла вĕренме укçа çукки чăрмантарнă. Ун чухне вĕренÿ тÿлевлĕ пулнă. Çапла вара вăл Ачча шкулĕн алăкне уçса кĕреймен.
Вĕренсе çын пулас шутлă Михаил Украинăри Луганск облаçĕнчи сăрт-ту промышленноçĕн училищине професси илме кайнă. Унтан вĕренсе тухсан «Луганскуголь» трестăн В.И.Ленин ячĕллĕ шахтине ĕçлеме янă. Икĕ çул çĕр кăмрăкĕ кăларнă. Салтак ÿсĕмĕ çитсен тăван тăрăха таврăннă. Çар комиссариатĕнчен чĕнÿ хучĕ киличчен ял лавккинче сутуçăра ĕçленĕ. Раштав уйăхĕнче тус-тăванĕпе сыв пуллашса хĕсмете тăнă. Службăна вăл Туркменистанри Мары хулинче ирттернĕ.
Салтак тумне хывсан пĕр вăхăт лавккара тăрăшнă. Турă пÿрнине тĕл пулнă: Катек хĕрĕпе Шурăпа пурнăç сукмакĕпе пĕрле утма пуçланă. Шăпа вĕсене Свердловскри /халĕ Екатеринбург/ хулине илсе çитернĕ. Кунта вĕсем пахча çимĕç тата сĕт-çу туса илекен совхозра тĕпленнĕ.
Михаил Федорович пĕлĕве ÿстерес шухăша пăрахман. Куçăмсăр майпа сакăр класс пĕтернĕ, Вăрнарти совхоз-техникумра ветеринар специальноçне илнĕ. Свердловскри ял хуçалăх институтĕнче зооинженери никĕсĕсене шĕкĕлченĕ.
- Дояркăра ĕçлекен мăшăрăмăн ашшĕ-амăшĕ час-часах чирлеме тытăнчĕç. Хамăр пата куçса килме ыйтсан яхăнне те ямарĕç. Тăван ялтан ниçта та тухмастпăр, леш тĕнчене те кунтанах каятпăр терĕç. Шура кашни кун тенĕ пекех Катеке куçма йăлăнчĕ. Ÿкĕте кĕртрĕ-кĕртрех. Хăтлă хваттере пăрахса, пурлăха сутса çула тухрăмăр. Катекре тĕпленсен хуньăм нумаях пурăнаймарĕ, виçĕ çултан хуняма та çут тĕнчерен уйрăлчĕ, - терĕ Михаил Федорович.
Тăван тăрăхра Кузьминсене ырă сунса кĕтсе илнĕ. Михаил Федоровича «Советская Армия» совхозăн тĕп зоотехникне лартнă, Александра Николаевна фермăра пăру пăхма тытăннă. Иккĕшĕ те шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа туса пынă.
Çынсемпе ĕçлес пултарулăхне кура М.Кузьмина общество ĕçĕсем шанса панă. Уралта ĕçленĕ чухне ăна Свердловск облаç совечĕн депутатне суйланă. «Советская Армия» совхозра парторганизацие, профсоюз комитетне, ветерансен канашне ертсе пыма шаннă. Виçĕ хутчен Ачча ял Канашĕн депутачĕ пулнă. Халĕ те вăл ял пурнăçне хастар хутшăнать.
Михаил Федоровичăн ачаран юратнă йăпатмăш пур: купăс калама ăста. Хăй пĕлтернĕ тăрăх - таврара концертпа çитмен ял хăварман.
- Халĕ купăса сайра тытатăп, алă итлесшĕнех мар, - тет ветеран.
Кузьминсем тăватă ача пăхса ÿстернĕ. Виçĕ мăнукĕ, мăнукĕн пĕр ачи - вĕсен пуянлăхĕ. Хĕрĕ Ираида Катекре çемйипе пурăнать. Вăл ялти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентет. Ашшĕ-амăшĕ патне килсех тăрать.
Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Михаил Федорович 75 çул тултарчĕ. Çак кун кĕрекене çывăх тăванĕсемпе çыннисем, тус-юлташĕ пухăнчĕç. Ун ячĕпе ăшă та ырă сăмах, юрă-кĕвĕ янăрарĕ.
Виталий АЧЧА.
Канаш районĕ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ