Комментари хушас

29 Кăрлач, 2016

Ачча ывăлĕ Маресьев пек паттăр

Планерист пулнă, Канаш районĕнчи Ачча ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Левицкие чăваш Маресьевĕ тенĕ.

Ачалла хĕпĕртенĕ

М.Левицкий 1912 çулхи юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче çуралнă, йышлă хресчен çемйинче ÿснĕ: пилĕк хĕрпе икĕ ывăл. Вăл - чи кĕçĕнни. Нушаллă иртнĕ унăн ачалăхĕ. 1937 çулта ашшĕне Николай Андреевича халăх тăшманĕ тесе арестленĕ те Шупашкара ăсатнă. Нумай тытса тăман - персе вĕлернĕ. 1931 çулта Мишăна Улатăр хулинчи фабрикăпа завод училищине вĕренме янă. Виçĕ çул пĕлÿ илсен Çĕмĕрлери рабочисен йышне кĕнĕ. Чăваш Республикинче сывлăш планерисчĕсен пĕрремĕш шкулне уçасси çинчен илтсен каччă канăçне çухатнă. Летчик пулас ĕмĕт ăна вĕренме кĕмешкĕн хут çырса пама хистенĕ. Мишăна ăннă, вăл медицина комиссийĕсем витĕр çăмăллăнах тухнă, экзаменсенче те лайăх паллăсем илнĕ. Çулталăкран вĕренсе тухнисенчен чи лайăххисене, вĕсем тăваттăн пулнă, Гражданла сывлăш флочĕн Саратов облаçĕнчи Балашово хулинчи пилотсемпе авиатехниксен пĕрлештернĕ шкулне янă.

Михаил вĕренме илнисен списокĕнче хăйĕн хушаматне курсан пĕчĕк ача пек хĕпĕртесе ÿкнĕ. «Ну, Миша, сан тÿпене хăпармалла, летчик пуласси пĕтĕмпех хăвăнтан килет», - тенĕ вăл сасăпах. Питĕ тăрăшнă Ачча каччи: вĕçев теорине, самолет тытăмне шĕкĕлченĕ, вĕçме вĕреннĕ. Талăкĕ-талăкĕпе кабинăра ларма, самолет çинчи кашни тусан пĕрчине вĕрсе антарма хатĕр пулнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.